Тĕрĕс хаклăхсене вĕрентмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2019, 14:19 Просмотров: 285

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн наркотике хирĕçле комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă.

Тĕп ыйтура – пĕрремĕш çур çулта наркотике хирĕçле акцисем майĕпе ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетесси.

Психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Оксана Октябрьская пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентÿ организацийĕсенче наркомание асăрхаттарассипе вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пысăк тимлĕхпе ĕçлеççĕ. Пуçа минретекен япаласен сиенне çутатакан литература куравĕсем, ятарлă видеофильмсем, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан культура тата спорт мероприятийĕсем – пĕтĕмпех тĕрĕс воспитани пама пулăшаççĕ. Вĕренекенсене наркотĕрĕслев органĕсен, обществăлла тата çамрăксен организацийĕсен «шанăç телефонĕсемпе», интернет-приемнăйсемпе çыхăнмалли майсемпе те паллаштарнă. Енчен те тухтăрсен, психологсен, юристсемпе педагогсен пулăшăвĕ кирлĕ-тĕк, вĕсемпе те интернет урлă канашлама май пур.

Мартра, акă, вĕрентÿ организацийĕсенче наркотиклă япаласем тĕлĕшпе вăрттăн ыйтăм ирттернĕ, унта 8–11-мĕш классенчи 867 çамрăка хутшăнтарнă. Хуравсем ачасемшĕн пурнăçри чăн хаклăхсем – çирĕп сывлăх, туслă çемье, профессири ÿсĕмсем, тус-тăван тата ытти – пĕрремĕш вырăнта пулнине кăтартаççĕ-мĕн.

Çулсеренех вĕрентÿ учрежденийĕсенче аслă классенчи ачасем социаллă-психологи тестированийĕ витĕр тухаççĕ. Ку тĕрĕслев наркотиксене тутанса пăхнă çамрăксене вăхăтра палăртас тĕллевлĕ.  

Наркомание сивлес, усал йăласенчен пистерес ĕçре культура учрежденийĕсен тÿпи пĕлтерĕшлĕ. Районти библиотекăсем, сăмахран, çур çулта 23 профилактика мероприятийĕ ирттернĕ. Клуб учрежденийĕсенче те информаци сехечĕсем, шухăшлавлă калаçусем, акцисемпе спорт мероприятийĕсем йĕркелесси яланхи йăлара.

Тĕрĕссипе, районта наркотике хирĕçле ĕç тĕрлĕ енлĕ. Республика шайĕнчи проектсемпе программăсем те, районта йышăннисем те туллин пурнăçа кĕреççĕ. Çамрăксем ушкăнсемпе пухăнакан вырăнсем, ăнăçсăр çемьесем, йĕркене пăсас туртăм пур ачасем, тĕрлĕрен учетрисем пĕрмаях сăнавра.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика