Ĕненме ан васкăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:49 Просмотров: 249

Паян, пысăк технологисен вăхăтĕнче, шулĕксене алхасма майсем ирĕк. Мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ пулĕ вĕсем çынсен укçа счечĕсене «пушатас» тесе.

Мобильлĕ телефонсемпе, акă, халĕ пĕчĕк шăпăрлантан пуçласа сумлă ватă таранах усă курма пултарать. Çакна кура телефонпа çыхăннă киревсĕр ĕçсен шучĕ те çулсерен ÿсет. Пуринчен ытла аслăрах çулхи, ватă çынсене е пурне те хăвăрт ĕненекенсене улталама çăмăл ĕнтĕ. Анчах «мана хăйсен серепине çаклатаймĕç» тесе çăмăлттайла шутлани йăнăш. Асăрханулăха çухатсан кирек кам та сисмесĕрех шар курать. Чăваш енри Юстици министерстви те асăрхаттарать: шулĕксем ку ведомство ячĕпе усă курса улталани те пулма пултарать.

2016 çулхи февральтен пуçласа Раççейри Юстици министерствине тĕрлĕ çĕртен 3000 ытла пĕрешкел заявлени килнĕ: граждансем уголовлă суд ĕçĕнче хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме тÿлевсĕр адвокатпа тивĕçтерме ыйтнă.

Тĕрĕссипе, паллă мар çынсем граждансемпе телефонпа çыхăнаççĕ те хăйсене йĕрке хуралĕн е ытти патшалăх органĕсен следователĕсем тесе паллаштараççĕ. Çакнашкал суя сотрудниксем вĕсене адвокат тивĕçтерĕвĕсен хакне саплаштарма тата суя БАД-сем туянса тăкакланнăшăн мораль компенсацине илме май пуррипе илĕртеççĕ. Ку компенсацисене тивĕçме вĕсем, тĕпрен илсен, Юстици министерствине е ытти ведомствăсене заявлени çырса тÿлевсĕр адвокат ыйтма сĕнеççĕ. Ултава лекнĕ çынпа каярахпа суя «адвокат» çыхăнать. Тĕрлĕ сăлтавпа тÿлев системисем урлă укçа куçармаллине ĕнентерет.

Сăмах май, мушенниксем технологи мелĕсемпе усă курса Юстици министерствин номерне улăштарма пултарни те паллă.

– Хăвăрт тÿлев системисем урлă судсен тата ытти патшалăх учрежденийĕсен счечĕсем çине укçа куçарма сĕнекен çынсене тÿрех ан ĕненĕр. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин, ĕç тăвакан влаç органĕсен, йĕрке хуралĕн органĕсен хăйсен должноç тивĕçĕсене пурнăçлакан сотрудникĕсем пулма пултараймаççĕ. Кун пек тĕслĕхсемпе тĕл пулсан тимлĕхе ан çухатăр, – çапла асăрхаттарать Чăваш енри Юстици министерстви.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика