«Химик-Август» – Чăваш ен чемпионĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:50 Просмотров: 271

Вăрнарти «Химик-Август» футбол команди палăртнă вăхăтчен маларах Чăваш ен чемпионĕ пулса тăчĕ. Ăнăçлă çĕнтерĕве вăл иртнĕ шăматкун Çĕрпÿри «Бомик» командăна 3:1 шутпа парăнтарса тивĕçрĕ.

Вунтăватă туртан «Химик-Август» вуннăшне çĕнтерÿпе, пĕр вăййа никам çĕнтерейменнипе вĕçлерĕ. Чемпионатăн юлашки турĕ ыран, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, пулать. Унта Вăрнар команди Шупашкарти «Спартак» командăпа тĕл пулать. «Химик» спорт клубĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров пĕлтернĕ тăрăх, «Химик-Августăн» очкосен сумми çав тери пысăк, çавăнпа та юлашки турăн кăтартăвĕсем чемпионат пĕтĕмлетĕвне улăштарма пултараймаççĕ. Вăл палăртнă тăрăх, «Химик-Августра», тĕпрен илсен, тăван спорт клубăн воспитанникĕсем выляççĕ.

Чăваш ен чемпионатне çичĕ команда хутшăнать: Шупашкарти виçĕ, Çĕрпÿри, Çĕмĕрлери, Кÿкеçри тата Вăрнарти командăсем.

Çамрăк футболистсем те çитĕнÿпе савăнтараççĕ. Аслăрах каччăсен (2002–2003 çулсенче çуралнисен) команди Чăваш ен первенствинче пĕрремĕш вырăнта пырать. Турнир вĕçлениччен вĕсен тата тăватă вăйă вылямалла.

2009 çулта çуралнă ачасен команди çак эрнере Анапăна «Загрузи себя футболом» ятпа иртекен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн финалне тухса каять. Сумлă çак турнир Ача-пăча футбол лиги хÿттипе иртет. «Химик-Августăн» ача-пăча командине унта регионсем хушшинчи суйлавлă тапхăрăн финалĕн çĕнтерÿçи пулнă май чĕннĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика