Канма вăхăт çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:50 Просмотров: 305

Улшăнуллă çанталăка пăхмасăрах хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» анисенче ĕç татăлмасть.

Кăçал ăнса çитĕннĕ çĕрулмине вăхăта çухатмасăр пухса кĕртесшĕн. Михаил Тарасов фермер хуçалăхĕнче те сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне ăна мĕнпур лаптăкăн çурри ытла пайĕнчен пухса тирпейленĕ. Фермерăн кăмăлĕ тулли: çĕрулми тухăçлăхĕ кăçал çав тери савăнтарать. «Лайăх тĕрĕсленĕ, пирĕн çĕрсем çинче уйрăмах аван çитĕнекен сортсене лартатпăр. Çимĕçĕсем пахалăхĕпе те çÿллĕ шайра. Копалка иртнĕ хыççăн шуралса юлакан ана куçа савăнтарать: улмисем шултра, йышлă. Сая ярас марччĕ, вăхăтра пухса илесчĕ», – тет вăл, хĕрÿ ĕçрен самантлăха кăна уйрăлса.

Çĕрулми уйĕсене кунти кăна мар, çывăхри ялсенчен те нумаййăн ĕçлеме çÿреççĕ. Фермер вĕсене кунсерен хăй машинипе турттарать. Хастар хĕрарăмсем çĕрулмине шултрине, вăрлăха хăвармаллине суйласа типтерлĕн пухаççĕ. Ывăнма та пĕлмеççĕ тейĕн: вĕсем хыççăн кăвак-хĕрлĕ тулли сеткăсен вăрăм речĕсем кăна юлаççĕ.

М.Тарасов пĕлтернĕ тăрăх, çĕрулмине тăхтаса тăмасăр турттарса тăраççĕ. Склада хураççĕ тата çĕршывăн ытти регионĕсене ăсатма хатĕрлеççĕ. Пахалăхĕпе ăмсанмалли çĕрулмине чылай çĕрте туянма хапăл.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика