Çулсем вĕренме чăрмав мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:52 Просмотров: 287

Вĕренме нихçан та кая мар. /ркенмен çын вĕçĕмех хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет, тавракурăмне анлăлатать. Е тата, çул ÿсĕмне пăхмасăрах, çĕнĕ профессие алла илессинчен те хăрамасть.

Çулсем чылай пулни вĕренме, чăнах та, нимле чăрмав та мар. Çакна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухакан пенси çулĕсене çывхаракан çынсем те хăйсен тĕслĕхĕпе яр уççăн çирĕплетеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен пилĕк е сахалрах çул юлнисем кунта, акă, хушма професси пĕлĕвне илме çÿреççĕ. Вĕренÿ сентябрĕн 12-мĕшĕнчен тытăннă. Пĕр уйăх тăсăлакан ятарлă курссенче вĕсем ЭВМ операторĕн професси вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчĕç.

Аслă «студентсем» тăрăшуллă, вĕрентекенсен сăмахĕсене тимлесех пуçа хываççĕ. Çавна май компьютер техникипе ĕçлеме те аванах хăнăхаççĕ. Кĕçех вĕсен аллисенче патшалăх сертификачĕсем – çĕнĕ профессипе вăй хума май паракан свидетельствăсем – пулĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика