Ĕç çынни хисепре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2019, 09:53 Просмотров: 283

Кăмпалта пурăнакан Клавдия Михайловна Гордеева 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. Пĕр йывăр ĕçрен те хăраман. Вăрман хатĕрленĕ çĕрте те тăрăшнă.

Терт-нушине сахал мар курнă. Хастар хĕрарăм колхоз ферминче нумай çул пăру пăхнă. Чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе, Леонид Гордеевичпа, 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ. Клавдия Михайловнăн 12 мăнукпа 14 кĕçĕн мăнук.

Ĕç ветеранне тата тылра ырми-канми тăрăшнă Клавдия Гордеевăна райадминистрацин пуçлăхĕ Леонид Николаев, Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петров саламланă, ĕмĕр сукмакĕпе утма çирĕп сывлăх, вăй-хăват суннă.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика