Халăхпа ăнланса тăрăшни ăнăçу кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:55 Просмотров: 272

Санарпуç тăрăхĕнче туслă та ĕçчен халăх пурăнать. Çакна кунта пурнăçланакан чылай ырă ĕç çирĕплетет.

– Паллах, ыйтусем те çук мар. Вĕсене вырăнти депутатсемпе, ял çыннисемпе пĕрле татса пама тăрăшатпăр, – терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Виталий Анатольевич Белов.

Сăмах май калас-тăк, ку должноçра çамрăк нумаях ĕçлемест, анчах та, хăй те ялта çитĕннĕскер, ял ыйтăвĕсене аван ăнкарать. Халăх ăна итлеме пĕлнĕшĕн, кирек мĕнле ыйтупа та канашлама пултарнишĕн хисеплет. Ку ял тăрăхĕ лайăх аталаннă. Территорире вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, модельлĕ библиотека, культура çурчĕ пур. Ял çыннисенчен чылайăшĕ ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан «Санары» агрофирмăра вăй хурать. Ватти те, вĕтти те пĕр-пĕринпе те, хăнасемпе те тарават.

Вырăнти поселени администрацийĕ ялсен инфраструктурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал, сăмахран, инициативлă бюджетировани программине кĕрсе Çĕньял Хапăсри пĕртăван Даниловсен урамĕнчи автоçулăн пысăк лаптăкне юсанă. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 633 пин те 750 тенке кайса ларнă.

Республика конкурсĕнче çĕнтернĕ тепĕр проект – масар картине çĕнетесси. Ку ĕçе те пахалăхлă вĕçленĕ.

Пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртес ĕçре халăх та аякра тăмасть. Субботниксенче, тавралăха симĕслентерес ĕçре хастар вĕсем. Çулла, акă, Санарпуçĕнчи Зеленăй урамра пурăнакансем 100 метр лаптăк çула кирпĕч ванчăкĕсем хурса çирĕплетнĕ.

Тата маларах ку тăрăхра пурăнакансем Çĕньял Хапăс çумĕнчи çветтуй çăлкуçа тасатса тирпейленĕ тата ытти те.

Хăтлăх кĕртессипе плансем пысăккине пĕлтерчĕ Виталий Анатольевич. Кĕçех, акă, Санарпуçĕнчи Никитин урамĕн çулĕ юсавра çĕнелмелле. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ çитсе пынă май вăрçăра пуç хунисене асăнса вырăнти культура çурчĕ умне гранит палăк лартасшăн. Подрядчика палăртнă ĕнтĕ – ĕçсене çак уйăхра вĕçлесшĕн.

Ĕçсем ăнăçни халăх поселени администрацийĕ тытса пыракан политикăна ăнланнипе, кирлĕ çĕрте пулăшса пынипе çыхăннине пĕлтерчĕ Виталий Белов.

Санарпуç тăрăхĕнче 465 кил хуçалăхĕ шутланать. Вĕсенче 800 ытла çын пурăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика