Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:56 Просмотров: 248

Мускавра Раççейпе Кубăн ĕçлĕ канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тухса калаçнă.

Вăл Чăваш енпе Куба хушшинче туслă çыхăну йĕркеленнине палăртнă. «Хальхи вăхăтра Кубăра экономикăна çĕнетес тапхăр пырать. Пирĕн республика предприятийĕсем ку енĕпе пулăшма хатĕр. Вĕсем тĕрлĕ сферăпа отрасль валли 110 пине яхăн тĕрлĕ хатĕр туса кăларма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш енре медицина туризмĕ вăй илме пуçларĕ. Шупашкарта хальхи технологисемпе тивĕçтернĕ медицина учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр травматологи центрĕнче, «Куç микрохирургийĕнче», Перинаталь центрĕнче тата ытти клиникăра 22 пине яхăн операци тунă», – тенĕ Михаил Васильевич. Икĕ республика хушшинчи туслăха çирĕплетес тата наци культурине упраса хăварас тĕллевпе 2017 çулта Шупашкарта Раççейпе Куба туслăхĕн обществин уйрăмне уçнă.

Лару хыççăн Чăваш ен делегацийĕ Куба кун-çулĕпе паллаштаракан курава çитсе курнă. «Экспоцентрта» Кубăра туса кăларнă таварсемпе продукцисен презентацийĕ иртнĕ, ĕçлĕ тĕлпулусенче килĕшÿсем тунă, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

Тепĕр кун Михаил Игнатьев Куба Республикин Раççейри посолĕпе Херардо Пеньяльвер Портальпа курнăçнă.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Михаил Игнатьев РФ Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин ларăвне хутшăннă. Унта «Экологи» наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика