Юсаса çĕнетеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:56 Просмотров: 271

Ял поселенийĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене юсассипе, пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе пысăк ĕç пурнăçланать.

Хальхи вăхăтра пыракан ĕçсенчен пĕри – Аçăмçырми ялĕнче. Кунта вырăнти ял клубĕн тĕплĕ юсавĕ малалла тăсăлать. Чылай ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Библиотекăпа фойере урая тĕпрен улăштарнă. Библиотека пÿлĕмĕнче кунсăр пуçне маччапа шалти стенасене те çĕнетнĕ.

Строительсен ушкăнĕ линолеум хурассипе тата пÿлĕмсем хушшинчи алăксене вырнаçтарассипе тимлет. Хăйсене шаннă тивĕçсене вĕсем тÿрĕ кăмăлпа, пахалăхлă пурнăçлани тÿрех курăнать. Объектăн юсавне палăртнă вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне районта чыслăн уявлама хатĕрленеççĕ. Çавна май ялсенчи астăвăм палăкĕсене çĕнĕ сăн кĕртесси те тимлĕхре. Нумаях пулмасть Сăкăтра паттăр салтаксене асăнса лартнă палăка йĕркене кĕртнĕ. Çакăнпа пĕрлех ку тăрăхра Çавалкасри палăк та кĕçех юсавра çĕнелĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика