Чи маттурри – Хурăнсур Çармăсран

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:37 Просмотров: 246

Аваллăхсăр малашлăх пулмасть, теççĕ. Тăван халăх йăли-йĕркисене упрама тăрăшакансенчен пĕри – Хурăнсур Çармăсри Михаил Кузьмин ертсе пыракан «Телей» пултарулăх ушкăнĕ.

Кăçал вăл ял культурин фестивальне аталантарассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Коллективра 14 пултаруллă çын. Маттуррисенчен пĕри – 77 çулти Геннадий Александров. Нумаях пулмасть вăл Канашри культура çуртĕнче аслă ăрурисем хушшинче йĕркеленĕ республикăри халăх пултарулăхĕн «Чун-чĕре юрласан» фестиваль-конкурсĕн зонăри тапхăрне хутшăннă. Вăл хăй çырнă «Тăвайккине хăпартăм туясăр» юрра шăрантарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

– Геннадий Александров юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Етĕрнери культура çуртĕнче иртекен республикăри фестиваль-конкурсăн гала-концертне хутшăнĕ, – пĕлтерчĕ «Телей» пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Михаил Кузьмин.

Палăртмалла, фестивале Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул, Раççей пенсионерĕсен союзне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика