35 спектакль кăтартнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:38 Просмотров: 265

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн Раççейри Театр çулталăкне халалланă çĕнĕ проектне «Театраллă Атăлçи» тесе ят панă.

Фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки Чăваш ен Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ:

– «Театраллă Атăлçи» фестиваль-конкурса Чăваш енри шкул тата студентсен театр коллективĕсем хастар хутшăнчĕç. Ачасен регионти тапхăрĕ республика шайĕнче йĕркеленĕ «Пултарулăх шкулĕ» проект хÿттинче иртрĕ. Пурĕ 35 спектакль кăтартрĕç, унта 640 ача хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн тата Мускаври автомобиль çул-йĕрĕн патшалăх техника университечĕн Атăлçи филиалĕн студенчĕсен театр коллективĕсем ултă спектакль хатĕрлерĕç.

Жюри членĕсем конкурса тăратнă ĕçсем çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕç. Шкул ачисен хушшинче Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсен «Наброски судьбы» спектаклĕ çĕнтерчĕ, студентсенчен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вузсен хушшинчи «Абрикосовый сад» театрĕ «Мой дедушка был вишней» постановкăпа палăрчĕ. Вĕсен спектаклĕсен видеоверсийĕпе фестивалĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Фестиваль чÿк уйăхĕнче вĕçленĕ, çĕнтерÿçĕсене тÿрĕ эфирта СМС-сасăлавпа палăртĕç. Шкул ачисемпе студентсен ĕçĕсене виçĕ номинаципе – «Режиссура енĕпе чи лайăх ĕç», «Чи лайăх актер», «Чи лайăх актриса» – пахалĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика