Вăрланă, вĕлернĕ, наркотикпа çакланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2017, 09:51 Просмотров: 522

Çак уйăхри районти криминаллă лару-тăрăва лăпкă тесех калама çук. Çакна районти полици пайĕн сводки аван çирĕплетет.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче акă Енĕш салинче 51-ри арçын хăйĕн 82-ри амăшне хăрушла вĕлернĕ – мăйĕнчен темиçе хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Унччен те судпа айăпланнă арçынна тытса чарнă.

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕн кăнтăр енчи вăрманĕнче 1988 çулта çуралнă арçыннăн виллине тупнă. Вăл кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче çухалнă пулнă. Врач-психиатр патĕнче учетра тăнăскер, ахăртнех, çухалса кайнă.

Уравăшри 68-ти, Кив Шуртанти 56-ри хĕрарăмсем вара хăйсем çине алă хунă: пĕрремĕшĕ çакăннă, тепри юн тымарĕсене татнă.

Санарпуçĕнчи 37-ри çамрăкăн, Кивьял Хапăсри 54-ри арçыннăн пурнăçĕсем вара эрех-сăрапа ытлашши туслă пулнипе вăхăтсăр татăлнă.

Вăрăпа çыхăннă тĕслĕхсем чылай. Вăрнарти К. акă велосипедне çурчĕ умĕнче тăратса хăварнă та ирхине тупайман – каçхине такам ăна йăкăртса кайнă.

Поселокри Строительнăй урамра пурăнакан арçыннăн хăй Мускавра ĕçленĕ вăхăтра гаражĕнчен электросава, болгарка, электролобзик, дрель, мотороллер деталĕсем çухалнă.

Хурăнсур Çармăсри 58-ти арçын, унччен те вăрланăшăн судпа айăпланнăскер, пĕр хĕрарăм хуçалăхĕнчен алюмини бидон, кастрюль, пăралук йăкăртса тухнă.

Вăрнарти арçын та алли кукăр пулнăшăн йĕплĕ карта леш енче пулса килнĕ. Анчах çакă тăна кĕртмен ăна, вăл «Мила» лавккаран пĕр литр шур эрех вăрланипе çакланнă.

Мăн Элменти 60-ти арçын та пĕр кĕрепле çине тепĕр хут пуснă. Ку хутĕнче вăл 70 литрлă хуран вăрланипе «палăрнă».

Сентябрĕн 15–19-мĕшĕсенче районта наркотиксемпе çыхăннă виçĕ факт çырăннă. Пĕр тĕслĕхĕнче Вăрнар çамрăкĕнне 2,29 грамм гашиш тупнă. Арçынна Кÿлхĕрринче тытса чарнă. Çавăн пекех полици ĕçченĕсем Кивьял Хапăс хĕрринче чарнă автомобиль водителĕн, Кÿлхĕрри çывăхĕнче чарнă машинăн пĕр пассажирĕн наркотик хатĕрĕсем пуррине палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика