Хака палăртассипе – пысăк ĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:38 Просмотров: 274

Чăваш Республикинче 2019 çулта халăх пурăнакан вырăнти çĕрсен патшалăх кадастр хакне палăртассипе пысăк ĕç пурнăçланă. Унăн результачĕсем тата умри тĕллевсем пирки «Чуваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕн директорĕ Алексей Вязов каласа кăтартма килĕшрĕ:

– Куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртасси паян çивĕч ыйтусен шутне кĕрет, вăл кашни харпăрлăхçăна кăсăклантарать. Ун тăрăх налук хываççĕ, вăл объект тĕлĕшпе тĕрлĕ сделкăсем пурнăçланă чухне кирлĕ.

Кадастр хакĕ – яланхи виçе мар, вăл куçман пурлăх рынокĕн аталанăвне кура улшăнма та пултарать. Çавăн пекех объектăн характеристики (лаптăкĕ, тĕллевĕ, категорийĕ, усă курас тĕсĕ) улшăнсан та.

Кунашкал хаклава Чăваш Республикинче 2013 çулта ирттернĕччĕ. Кăçал вăл каллех пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Пĕтĕмпе 448 пин çĕр лаптăкне хакланă.

Юлашки çулсенче кадастр хаклавĕн сферин законодательствине чылай улшăнусем кĕчĕç. Çавна май – çĕнĕ правилăсем те. Маларах ăна аукцион урлă хака чакарса, нумай чухне ют хуласенчи, пирĕн регионти уйрăмлăхсене пĕлсех çитеймен никама пăхăнман хаклавçăсем пурнăçланă. Халĕ вара кадастр хакне патшалăхăн кадастр оценщикĕсем палăртаççĕ.

«Чуваштехинвентаризаци» специалисчĕсем куçман пурлăхăн рынокне, хак тăвакан факторсене тĕпчеççĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсенчен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен, Росреестр Управленийĕнчен, федераллă кадастр палатин филиалĕнчен, харпăрлăхçăсенчен кирлĕ информацие пухаççĕ.

Харпăр хăй çĕр лаптăкĕсен çĕнĕ кадастр хакĕпе Росреестр сайтĕнче «Фонд данных государственной кадастровой оценки» разделта паллашма пулать. «Чуваштехинвентаризаци» хатĕрленĕ отчет проекчĕ çавăн пекех ку учрежденин сайтĕнче те – «Кадастровая оценка» разделта – пур.

Октябрĕн 7-мĕшĕччен кирек кам та çĕнĕ кадастр хакĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсем е йăнăшсем пуррине пĕлтерме пултарать. Вĕсене пирĕн организацие çитермелле (адресĕ: г.Чебоксары, пер.Бабушкина, д.8, тел. 8(8352)57-03-07, e-mail, (ocenka–Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.).

Çĕнĕ кадастр хакĕпе 2020 çултан усă курма тытăнĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика