Ырă медсестрана ял савать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:39 Просмотров: 256

Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле (çемье) практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлекен Раиса Степановна Капралова хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл халăх юратăвне тивĕçнĕ.

– Раиса Степановна çав тери ырă чунлă, унăн чĕлхи пит çепĕç. Пурне те ăшшăн йышăнать, – тенине ял халăхĕнчен темиçе хут та илтме тÿр килчĕ. Тăрăшнине кура хисепĕ. Раиса Капралова пек медиксене эмелпе кăна мар, ăш сăмахпа та сиплеме пĕлет, теççĕ.

– Эпĕ   профессие питĕ юрататăп. Хама урăх ĕçре пачах та курмастăп, – пĕлтерчĕ Раиса Степановна.

Çак витĕмлĕ сăмахсене сывлăха сыхлас ĕçре 47 çул тимлекен специалистран илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Калаçнă чухне унăн сăн-пичĕ савăнăçпа çуталса тăчĕ.

Раиса Капралова Кÿлхĕрринче çуралса ÿснĕ. Çемьере 7 ача çитĕннĕ, Раиса – пиллĕкмĕш. Ачаранах медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Вырăнти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн тÿрех тĕп хулари медучилищĕне çул тытнă. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнă.

– Медицина училищине вĕренме кĕрсен хама чи телейлĕ çынсенчен пĕри терĕм,– палăртрĕ Раиса Капралова.

Диплом илсен çамрăк специалиста направленипе районти тĕп больницăна яраççĕ. Вăл хирурги, юн яракан уйрăмсенче тăрăшнă.

Раиса Степановна Санарпуçĕнчи сыватмăшра 1989 çултанпа вăй хурать.   Вăл виçĕ ял – Кивьял Хапăс, Çĕньял Хапăс, Санарпуç – çыннисен сывлăхне пăхса-асăрхаса тăрать. Профилактика мероприятийĕсем ирттересси тĕпре. Грипп ан çулăхтăр тесе медсестра хальхи вăхăтра ачасене те, çитĕннисене те прививка тăвать.

Кашни тунтикун вырăнти офисра пĕтĕмĕшле практика врачĕ Ирина Васильева пациентсене йышăнать. Ăна Раиса Капралова тата Анжела Ластухина медсестрасем пулăшаççĕ. Сывлăх хуралĕнче тăракансем ял çыннисене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Раиса Капралова офисра тăрăшакан Галина Павлова техничка пирки те ырă сăмахсем каларĕ. Вăл сиплев учрежденийĕнчи тасалăхпа типтерлĕхшĕн яваплă. Галина Алексеевна пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пилĕк çул тимлет. Вăл Раиса Капралова хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине çирĕплетрĕ. Чун туртнипе профессие суйласа илнĕ çын начар ĕçлеме пултараймасть, паллах.

Ырă кăмăллă, пултаруллă Раиса Степановна кил хуçалăхĕнче те хастар. Мăшăрĕпе Геннадий Николаевичпа пĕрле ĕне, чупнă пăру тытаççĕ. Çулсеренех картиш тулли мулард кăвакал ĕрчетеççĕ. Капраловсем пĕр гектар çĕрпе усă кураççĕ. Тырă та акса туса илеççĕ. Уй-хир ылтăнĕ сутмалăх та пур. Раиса Степановна мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе ывăла çут тĕнче парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратнă. Виçĕ мăнукĕ – чун йăпатмăшĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика