Учитель вырăнĕнче – «Энергостроймонтаж» директорĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2017, 09:51 Просмотров: 638

«Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество директорĕ Рифкат Киметов вăхăтлăха профессие ахальтен улăштармарĕ – Вăрнарти 1-мĕш шкулти 3-мĕш «А» класра вăл электричество хăрушсăрлăхĕн урокне ирттерчĕ.

Рифкат Шамдинович, тĕрĕссипе, учитель ролĕнче те хăйне профессионал пекех кăтартрĕ. Урок пуçламăшĕнченех ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, темăпа кăсăклантарма пултарчĕ вăл. Тĕлĕнмелле, ачасене ăнланмалла чĕлхепе йăлари хăрушсăрлăх правилисене аса илтерчĕ.

Вĕренекенсем розеткăна ют япаласем чикме, электроприбора розеткăран шнуртан туртса кăларма, электроприборсене йĕпе алăпа тытма, татăлнă пăралук çывăхне пыма, ăна тĕкĕнме юраманни тата ытти пирки те кăсăкланса итлерĕç. Электричество приборĕсене, сăмахран, телевизора вăрах вăхăтлăх çутса хăварни те хăрушă – çакна ачасем малашне лайăх пĕлĕç.

Паллах, чи кăсăклă самант электромонтер тумне тăхăнни пулчĕ. Çитменнине, ун тулли наборне – каска, жилетка, диэлектричество аттисем, перчеткесем. Костюмсем пысăкрах пулчĕç пулин те, вĕсене тăхăнса пăхма телей тухнă ачасен куçĕнче савăнăçпа мăнаçлăх туйăмĕ палăрчĕ.

Энергие перекетлес тема та урокăн тĕп саманчĕ пулчĕ. Рифкат Киметов хăйĕн ĕçченĕпе – Александр Иванов аслă инженерпа светодиодлă лампа епле ĕçленине кăтартрĕç. «Энергостроймонтаж» директорĕ çывăх вăхăтра поселокри Ленин урамĕнче те кунашкал лампăсем вырнаçтарассине пĕлтерчĕ.

Кăсăклăх кунпа кăна вĕçленмерĕ. Люксометрпа класри çутта та тĕрĕслерĕç. Лампочкăсене сÿнтерсе, çутса, ахаль тата светодиодлă лампăсене танлаштарчĕç. Уйрăмлăхĕ пысăк. 

Урока вĕçленĕ май, Рифкат Киметов класа электроинструментсем парнелерĕ. Электрохăрушсăрлăх правилисене аса илтерме памяткăсем тыттарчĕ.

Кунран та ытла ачасем Раççей Патшалăх Думин депутатĕнчен Леонид Черкесовран Пăр катокĕнче пĕр сехетлĕх тÿлевсĕр ярăнма тивĕçнĕ сертификатшăн савăнчĕç. Класс ертÿçи Людмила Захарова ку майпа çывăх вăхăтрах усă курассине пĕлтерчĕ. Сăмах май, Рифкат Шамдинович – Леонид Черкесовăн официаллă пулăшуçи.

– Электричество хăрушсăрлăхĕн урокĕсем чи малтанах çынсем, вăл шутра ачасем те, электроэнергипе суранланассине асăрхаттарас тĕллевлĕ, – палăртрĕ «Энергостроймонтаж» директорĕ Рифкат Киметов.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика