ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ентешĕн тепĕр çитĕнĕвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019 08:47 Просмотров: 42

Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди спорт туризмĕ енĕпе Раççей чемпионатĕнче каллех пысăк результатсем кăтартнă.

Çĕршывăн тĕп старчĕсем Белгородра иртнĕ, унта çуран дистанцире 19 регионти спортсменсем тупăшнă. Чăваш ен чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче Вăрнар каччи, Раççей спорт мастерĕ Андрей Львов та пулнă.

Çамрăксен йывăр техника тапхăрĕсене тата тăрук улшăнса пыракан çÿллĕшсене пĕрлештерекен дистанцисене çĕнме тивнĕ. Андрей Львов вăрăм дистанцире кĕмĕл, кĕске дистанцире бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле вара иккĕмĕш результат кăтартнă.

Командăри тусĕпе Сергей Кузнецовпа вĕсем ку таранччен темиçе çитĕнÿ те тунă. Хальхинче те мăшăррăн ăмăртса вăрăм дистанцие чи малтан, кĕскине иккĕмĕш вĕçленĕ. Пĕрлехи очкосемпе вара вĕсем 1-мĕш вырăн йышăннă.

Ушкăнпа ăмăртса та пирĕн ентеш Чăваш ен командине ăнăçу кÿнĕ. Сергей Кузнецовпа, Андрей Беловпа тата Семен Машановпа пĕрле вĕсем икĕ дистанцире те иккĕмĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле вара – çĕнтерÿçĕсем.

Ăмăртăвăн пĕтĕм тапхăрти кăтартăвĕсене кура Чăваш ен команди çĕнтерÿ пьедесталĕн 3-мĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ