ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хоккей тыткăна илсен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019 08:47 Просмотров: 56

Вăрнарта 2014 çулта «Кристалл» Пăр катокĕ уçăлсанах унпа пĕр ятлă хоккей команди йĕркеленчĕ.

Ачаранах спортăн ку тĕсĕпе кăсăкланнă çынсем чылай çул иртнĕ хыççăн каллех конькисем çине тăчĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем 80-мĕш çулсенче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн «Ветерок» командишĕн вылянисем. Шкул команди виçĕ ÿсĕмри ушкăнсене пĕрлештернĕ, ăна Валерий Прахеевпа Юрий Агилов тренерсем ертсе пынă.

Халĕ «Кристалл» командăн йышĕн çуррийĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн представителĕсем: 102-, 180-, 181-, 182-мĕш, полимер тарисен производствин тата килти хушма хуçалăх валли препаратсем кăларакан цехсенче тимлекенсем. Команда туслă. Чи асли, Юрий Макаров, 55 çулта, вăл 181-мĕш цехра вăй хурать.

Уйрăмах командăри виçĕ юлташ пирки ырă сăмах калас килет. Вĕсем Мускавра ĕçлеççĕ, анчах кашни шăматкун Вăрнара матчсене хутшăнма килеççĕ.

2015 çултанпа пирĕн команда ял дивизионĕнче Чăваш Республикин чемпионатне хутшăнать. Вăйăсем кашни шăматкун октябрьтен тытăнса мартчен пыраççĕ. 2018–2019 хоккей сезонĕнче «Кристалл» чи юлашки вырăнтан 3-мĕш йĕркене хăпарма пултарчĕ. Кунта кулленхи тренировкăсен тата Дмитрий Симаков тренерăн пысăк ĕçĕ курăнать.

Командăна «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников нумай пулăшать. Пăра арендăлама тата чемпионата хутшăнма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Владимир Васильевич пĕрре ыйтсанах пулăшу алли тăсрĕ. Вăрнар хоккеисчĕсем те парăмра юлмарĕç, ăна «ХК «Кристалл» тесе çырнă свитер парнелерĕç.

Октябрьте çĕнĕ хоккей сезонĕ пуçланать. Матчсем пурте тенĕ пекех Вăрнарта иртеççĕ. Командăн яланхи болельщикĕсем те пур – «Звездопад» филиалĕн директорĕ Владимир Яковлев, «Цеолит» тулли мар яваплă общество ертÿçи Юрий Кудрявцев.

Хоккей – хитре, тыткăна илекен вăйă. Пурне те Пăр катокне йыхравлатпăр.

Э.Хисамутдинов,

«Кристалл» команда членĕ, заводăн 102-мĕш цехĕн мастерĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ