ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ăшă тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019 08:48 Просмотров: 68

Кăçал тăван район çыннисемпе Акатуйĕнче савăнма тÿр килчĕ. Çурхи уяв питĕ чаплă иртрĕ, вăл чылайлăха асăмра юлĕ. Акатуй сцени çинчен хамăн икĕ юр-рăма – «Моя Чувашия» тата «Орауши» – шă-рантарма пултартăм.

Çав кунах Сергей ывăлăмпа чĕрешĕн çывăх та хаклă вырăна – Уравăш салине – вĕçтертĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле ку тăрăхри ырă та хисеплĕ çын – Елена Голубцова пулчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕпе, Уравăш больницинче акушеркăра тимленĕ Варвара Порфирьевна Гавриловапа тĕл пулса калаçас ĕмĕт-тĕллевпе килнĕччĕ çав кун.

– Хаклăран та хаклă хăнасем эсир маншăн, килĕр, иртĕр малалла, – крыльца умĕнче ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕ пире ветеран. – Сана, Нина, тек кураймăп пулĕ тенĕччĕ. Ара, çамрăк мар ĕнтĕ – тăхăрвун çиччĕре пыратăп.

Пурне те хăйĕн ытамне илнĕ хыççăн Варвара Порфирьевна пÿрте чĕнчĕ.

Кĕçех сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçу пуçланчĕ. Ветеран асаилÿ авăрне путрĕ, вуншар-вуншар çул каяллахи кунсене куçĕ умне кăларчĕ.

– Сана, хĕрĕм, эпĕ çураттарнă вĕт. Пĕчĕк çеç пепкене хамăн аллăмсенче тытнă, – савăнăçлăн калаçрĕ Варвара Порфирьевна. – Ун чухне тин кăна Уравăш больницинче ĕçлеме тытăннăччĕ, сана вара пĕрремĕш йышăнма пÿрнĕ. Аçу, Мануил Федотович Гречко, паян та куç умĕнчех – яштака, маттур, илемлĕ офицер, шинельпе çÿретчĕ. Эсĕ çуралнă хыççăн сирĕн çемье техникумра пурăнма тытăнчĕ. Нимĕн те калаймăн, аçупа аннÿ питĕ илемлĕ мăшăрччĕ...

Варвара Порфирьевна аттепе анне çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Çакăншăн чĕререн савăнтăм. Хăйĕн хĕрĕ пек ăшшăн кĕтсе илсе хăналанăшăн тав туса сывпуллашрăмăр.

Варвара Порфирьевна Гавриловăна, çавăн пекех ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, вăрçă ачисене Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

Нина ГРЕЧКО,

командир хĕрĕ, ĕç ветеранĕ,

запасри офицер, писатель.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ