ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пурнăçа лайăхлатма – хушма укçа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019 08:50 Просмотров: 81

Виçĕмкун Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа алă пуснă.

Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегилле задачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă.

Вĕрентÿ тытăмне инноваци çулĕпе малалла яма, ачасемпе çамрăксене тĕрĕс воспитани тата пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн хальхи вăхăтри вĕрентÿ тытăмне никĕслеме тивĕçлĕ условисем тумашкăн палăртнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме, пурнăç тăршшĕне тăсма, кашни çынна хăйĕн пултарулăхне кăтартма, пĕлÿпе информаци илме тата пурнăçа культура пахалăхĕсемпе, ырлăхпа çыхăнтарма май туса памашкăн тата çынсене вĕсем пурăнакан вырăнта, ытти çĕрте физкультурăпа спорт мероприятийĕсене тăтăш явăçтармашкăн тĕллев лартрĕ. Ял çыннисене ĕçмелли шывпа лайăхрах тивĕçтерессине те халăх ырласа йышăнасси иккĕлентермест.

Указа пурнăçа кĕртессишĕн республика Пуçлăхĕ Чăваш ен Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă. Чăваш енĕн 2020 çулхи тата 2021–2022 çулсенчи бюджечĕсене йышăннă чухне 2020 çул валли вĕрентÿ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума – 1,2 млрд, сывлăх сыхлавĕн тухăçлă пирвайхи звенине йĕркелеме – 1 млрд, культура облаçĕнче хальхи вăхăтри условисем тума тата çынсем пурăнакан вырăнсенче спорт инфратытăмне аталантарма – 500-шер млн, ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен тытăмсен тухăçлăхне пысăклатма 200 млн тенкĕ уйăрма ыйтать. Вăл Правительствăна материалсемпе техника никĕсне çирĕплетме пăхнă патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен переченьне тума, сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине модернизацилемелли программăна хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Çавăн пекех çĕнĕрен тума, юсама, реконструкцилеме палăртнă спорт объекчĕсен переченьне хатĕрлеме ыйтнă. Ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен объектсенчен хăшĕсене тĕпрен юсассине те çывăх вăхăтрах пĕлĕпĕр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ