ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Вăрнар учителĕ – Раççей конкурсĕн финалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019 08:51 Просмотров: 70

Урокĕ çав тери чаплă иртрĕ. Вăхăта тивĕçтерчĕ, ачасене кăсăклантарма пултарчĕ, – терĕ Ольга Валерьяновна Физерăн «Раççейри çулталăк учителĕ – 2019» конкурсăн финалĕ йĕркипе панă уçă урокĕ пирки ĕçтешĕ Татьяна Анатольевна Сапожникова.

Вăрнарти 2-мĕш шкул коллективĕпе вĕренекенсен, паллах, савăнмалăх, хумханмалăх пур. Акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Физер пĕтĕм республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçнĕ-çке!

«Раççейри çулталăк учителĕ – 2019» конкурсăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕ сентябрĕн 20-мĕшĕнче тытăннă, октябрĕн 1-мĕшĕччен пырать. Вăл Чечен Республикинчи Грозный хулинче иртет.

Ольга Валерьяновна ку республикăра хăйсене епле йышăнни пирки социаллă сетьре шухăшĕсемпе сăнÿкерчĕкĕсене тÿрех вырнаçтарчĕ. Чечняра Чăваш Республикин ялавне вĕлкĕштерчĕ вăл. Ку республикăн Президенчĕпе Рамзан Кадыровпа ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕк те, селфи те уншăн хĕпĕртеме май пачĕ.

Анчах та учительшĕн хăйĕншĕн, паллах, чи хумханулли уçă урок пулчĕ, ахăртнех. Ăна вăл сентябрĕн 24-мĕшĕнче Грозный хулин Х.И.Ибрагимов ячĕллĕ 1-мĕш математика шкулĕнче 10-мĕш класра пачĕ. 35 минутра вĕренекенсене вăл бизнес-проект хатĕрлевĕн çул-йĕрне уçма та, ĕçри пултарулăхне кăтартма та пултарчĕ.

Паян конкурсăн 15 лауреатне палăртĕç. Сентябрĕн 29–30-мĕшĕсенче конкурсантсем «Мастер-класс» тата «Вĕрентÿ проекчĕ» енĕпе тупăшĕç. Вĕсен кăтартăвĕсем октябрĕн 1-мĕшĕнче пилĕк призера палăртма май парĕç. Октябрĕн 3-мĕшĕнче вара Мускавра вĕсем «Учитель-лидер» куçăмлă тура хутшăнĕç, лекци тата министрпа калаçу ирттерĕç. Çĕнтерÿçĕн ячĕ октябрĕн 4-мĕшĕнче Патшалăхăн Кремль керменĕнчи чыславра паллă пулĕ.

Ольга Валерьяновна Физера çĕнтерÿçĕсем йышне лекме ăнăçу сунатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ