ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тĕрĕслесен шанчăклăрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2019 08:52 Просмотров: 81

Телефон шулĕкĕсен çĕнĕ ултав мелĕ юлашки вăхăтра питĕ анлă сарăлчĕ. Вĕсем банк е кредит учрежденийĕсен ĕçченĕсен ячĕпе шăнкăравлаççĕ те çынсем ăнланса иличчен банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлеççĕ.

Нумай та вăхăт иртмест, ăнлантăр ĕнтĕ, картта çинчи укçа пуçĕпех çухалать. Пĕрер, вуншар пин те мар, мушенниксене хăйсен аллипех çуршар миллион тенкĕ е ытларах куçарса паракансем те пур.

Акă, эрнекун Шупашкарта пулнă тĕслĕх пурне те асăрхануллă пулма хистесен аванччĕ. 65-ри хĕрарăм патне шăнкăрав килнĕ: унăн картти çинчен укçа вăрлама хăтланнă тесе суйнă. Çак самантран шулĕксем хăраса ÿкнĕ хĕрарăма тимлĕхрен вĕçертмен. Мĕн тумаллине каласах тăнă: счечĕ çинче выртнă 450 пин тенкĕне илтерттернĕ, укçа «сыхлăхра» пултăр тесе электронлă енчĕке куçарттарнă. Паллах, хăйсен номерĕ çине.

Хамăр район çыннисем те лекеççĕ çакнашкал ултава. Иртнĕ эрнере полицин «Вурнарский» пайне 51-ри хĕрарăм пулăшу ыйтма килнĕ. Ăна та мушенниксем шар кăтартнă. Çÿлерехри тĕслĕхри пек çур миллионлăх мар пулин те, пурпĕрех тăкак кÿнĕ – 3 пин тенкĕ енне йăкăртнă. Шулĕксен ултав схеми пĕрешкел. Хăйĕнпе Перекет банкĕн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ тесе паллаштарнă вăл. Счет çинчи укçана вăрласран «хÿтĕлеме» банк карттин реквизичĕсем кирлĕ имĕш. Палламан-пĕлмен çынна ним тĕрĕслемесĕр ĕненнĕ хĕрарăм, çавна пулах хăйне чике тăршшĕ лартма май панă. Шăнкăравлаканăн абонент номерне Оренбург облаçĕнче регистрацилени паллă.

Йĕрке хуралçисем уйрăммăн палăртаççĕ: шулĕксем питĕ чее. Çынна малтан «сирĕнне укçа çаратаççĕ» тесе хăратаççĕ. Пăлханса кайнă çын «тăна кĕриччен» хăвăртрах хăйсен киревсĕр ĕçĕсене – тĕрлĕрен банк операцийĕсене – тума хушаççĕ. Чăн та, кун пек чухне çухалса кайма çăмăл. Анчах ытти çынсемпе пулнă ултавлă ĕçсене асра тытăр. Тимлĕхе ан çухатăр: хăвăрăн укçапа тÿрех уйрăлма ан васкăр. «Енчен те сирĕн банк карттине «пушатма» хăтланни çинчен пĕлтерчĕç-тĕк, банк уйрăмĕпе е кредит учрежденийĕпе çыхăнса ыйтса пĕлмелле е карттăн хыçал енче кăтартнă «вĕри лини» телефонĕпе шăнкăравламалла. Сăмах вĕççĕн каланине, палламан çынсен шăнкăравĕсене ан ĕненĕр», – асăрхаттараççĕ полици сотрудникĕсем.

Сăмах май, сентябрьте районта тепĕр тĕслĕ ултав та çырăннă. Вăл интернетри суту-илÿпе çыхăннă. Полици пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вунтăххăрти çамрăк «Вконтакте» социаллă сетьри пĕр интернет-лавккара смартфон туянма заказ янă. Хакĕ – 9 пин тенкĕ енне. Посылкăна уçсанах çамрăк хăйне улталанине ăнланнă. Смартфон вырăнне интернетри сутуçă алла çыхмалли сехет ярса панă-мĕн.

Интернетри суту-илÿ вăхăтĕнче сирĕнпе çыхăнакан сутуçăна е туянакана куçпа курма, вăл камне тĕрĕс пĕлме çук. Ултавçă тĕлне лекместĕп тесе, тĕрĕссипе, никам та шанчăклăн калаймасть. Çавăнпа та тимлĕ пулни яланах пĕлтерĕшлĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ