ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ĕмĕр-ĕмĕр чĕрере

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2019 08:52 Просмотров: 360

Кăçал çу уйăхĕнче Уравăшра пурăннă Геннадий Павлович Павлов пирĕнтен ĕмĕр-лĕхе уйрăлса кайрĕ.

Вăл район агропромышленность комплексне аталантарассипе хастар тăрăшнă, Ĕç Мухтавĕн III степень орденне илме тивĕçнĕ.

Эпĕ мĕн астăвассах, вăл ирĕн-каçăн хура тар тăкнă, ака-суха тунă, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртнĕ. Яланах тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ çитсен ял хуçалăх отраслĕнче ырă мар улшăнусем пуçланнă. Хăшпĕр тăрăхсенче колхозсем арканнине курсан Геннадий Павловăн чĕри хытах ыратнă.

Юлашки çулсенче вăл фермер хуçалăхĕнче тăрăшнă, мехпаркра тимленĕ. Хастар, тÿсĕмлĕ пулнăран чирлесен те ĕçе çÿренĕ. Шел те, унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ. Геннадий Павловăн чÿк уйăхĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ.

Йывăр çухатăва унăн мăшăрĕпе Альбина Ананьевнапа, ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕпе, пиччĕшĕсемпе Георгипе тата Петрпа, ытти мĕнпур çывăх тăванĕпе пĕрле пайлатăп.

Эмма Илюкина.

Шупашкар.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ