ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Грипп ан хăраттăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2019 08:55 Просмотров: 79

Çанталăк сивĕтсе пынă май çынсем ОРЗ-па, гриппа чирлес хăрушлăх ÿсет.

Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх, сентябрьте районта сывлăш çулĕн вируслă чирĕсемпе 49 çын аптăранине шута илнĕ. Вăл шутра вунă ача. Пĕлтĕр ку тапхăрта ОРЗ-па 60 çын чирленĕ.

Вăрнар район тĕп больници çынсем гриппа тата ОРВИ-пе чирленине мониторинг тăвать. Медицина ĕçченĕсем çире пур хĕрарăмсене тата çулталăка çитмен ачасене уйрăмах тимлĕхре тытаççĕ. Халăхра профилактика вакцинацине тунин эффективлăхне тата чиртен сыхланмалли мелсене ăнлантараççĕ. Çавăн пекех эпидеми вăхăтĕнче кирлĕ пулакан препаратсен, хÿтĕлев хатĕрĕсен (маскăсем, перчеткесем) запасне йĕркеленĕ.

Гриппа тата ОРВИ-пе чирлекенсен йышĕ ÿснĕ вăхăтра инфекци уйрăмĕнчи 20 койкăсăр пуçне ача-пăча уйрăмĕнче хушма 15 вырăн уçма палăртнă.

Прививкăсен наци календарĕпе килĕшÿллĕн халăха грипа хирĕçле вакцинаци тума пуçланă. Планпа килĕшÿллĕн 2019 çулта аслă ÿсĕмри 10240 çынна, 3673 ачана иммунизацилеме палăртнă.

Августра «Совигрипп» вакцина аслисем валли 5980, ачасем валли 1670 доза килсе çитнĕ. Иккĕмĕш партипе октябрь вĕçĕнче тивĕçтермелле.

Пирвайхи черетпе медицина, вĕрентÿ, транспорт ĕçченĕсене, 60-тан иртнĕ çынсене, юн çаврăнăшĕн, ÿпке, метаболизм çитменлĕхĕн чирĕсемпе чирлекенсене, призывниксене, студентсене, ача садне çÿрекенсене, шкул ачисене прививка тунă.

Прививкăсен наци календарьне кĕртмен граждансене ĕçпе тивĕçтерекенсен шучĕпе вакцинацилеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ