ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Чухăнлăха чакарас тĕллевпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2019 08:55 Просмотров: 83

Чăваш ен Ĕçлев министерстви социаллă контракт практикине пурнăçа хастар кĕртет. Тупăш сахал илекен çемьесене патшалăх енчен пулăшу парас йĕркене тата механизмсене хатĕрлесе çитернĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлев центрĕпе пĕрле ку енĕпе районта та пысăк ĕç пурнăçланать.

2020 çулта ку ĕçе тата та вăйлатма палăртнă. Федераллă бюджетра 350 млн тенкĕ хушма укçа пăхнă, вăл социаллă контракт урлă республикăри сахал тупăшлă 3800 граждана пулăшма кайĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра сахал тупăшлă тата пĕччен пурăнакан 31 пине яхăн çемьепе çынна регистрациленĕ. Вĕсем социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерисемпе усă кураççĕ. Паянхи куна 876 социаллă контракт çырнă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, социаллă пулăшăвăн ку мелне Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра чухăнлăх шайне чакарас тĕллеве палăртнипе йышăннă. 2020 çултан социаллă контракт çыракансене хушма пулăшу мерисем сĕнеççĕ: ĕçлев центрĕ урлă ĕçе вырнаçсан е професси пĕлĕвне илсен 10134 тенкĕ тÿлеççĕ, професси пĕлĕвне илессин, стажировка тăкакĕсене саплаштараççĕ, уйрăм предприниматель ĕçне пуçлама пĕр хутчен 250 пин тенкĕ тÿлеççĕ тата ытти те.

Пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ граждансен патшалăхăн социаллă пулăшăвне илме май пур. Çакăн валли районти социаллă хÿтлĕх пайне çитмелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ