ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çар службинчен пăрăнакансем сахалрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2019 09:23 Просмотров: 161

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Ун тĕлне Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ çар службинчен пăрăннăшăн 2018 тата 2019 çулсенче пуçарнă уголовлă ĕçсен тишкерĕвне пĕтĕмлетнĕ.

Раççей Конституцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесси гражданинăн тивĕçĕ тесе яр уççăн çырнă. Ăна пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнсан пуçран шăлмаççĕ: икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Ку айăплавăн чи çирĕп тĕсĕ. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ штраф хума е 2 çул таран хистесе ĕçлеттерме те пултараççĕ.

«Пĕтĕмпе ку ушкăнри преступленисемпе республикăра тăватă уголовлă ĕçе (пĕлтĕр – иккĕ) суда янă. Çамрăк çынсем, хăйсене çар службине юрăхлă тесе йышăннă пулин те, хĕсмете каяссинчен тарса çÿренĕ. Улатăрти 23-ри каччă, акă, пĕлтĕрхи апрельте медицина тĕрĕслевĕн тата призыв комиссийĕсене тухма килмен. Шупашкарти 20-ри çамрăк вара повестка илнĕ, анчах службăна тухса каймалли вырăна пыман. Тепĕр тĕслĕхре, пĕлтĕрхи ноябрьте, яш çын повесткăпа чĕннине ниме хумасăр икĕ хутчен килмен, Етĕрнери 24-ри çамрăк вара 6 повесткăна та курмăш тунă. Çамрăксен тăваттăшĕн те суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ: вĕсене 20 пинтен 50 пин тенкĕ таран штраф хунă», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Салтак аттине тăхăнассинчен таракансен шучĕ юлашки çулсенче самаях чакни сисĕнет. 2011 çулта 38 çынна явап тыттарнă пулсан, 2013-мĕшĕнче – 25, 2014-мĕшĕнче – 22. Кăçал кунашкал ĕçсем тата сахалрах.

«Çар службинчен пăрăннăшăн уголовлă явап тытни малашне çар тивĕçне пурнăçлассинчен хăтармасть. Кунсăр пуçне, штрафа вăхăтра тÿлемесен, айăплава çирĕпреххипе ылмаштарма та пултараççĕ, вăл шутра – ирĕкрен хăтарассипе те», – асăрхаттараççĕ Çĕмĕрлери следстви пайĕн сотрудникĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ