ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

50 çул иртсен – тăван шкул ытамĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2019 09:23 Просмотров: 127

Калининăри вăтам шкултан 50 çул каялла вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕ таврари ялсен чыслă та мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсен чăн-чăн уявĕ пулса тăчĕ.

Тĕлпулу кунти кĕçĕн тата аслă классенчи кадетсен сăвăллă-юрăллă саламĕпе пуçланчĕ. Кашни хăнана халалласа тăватшар йĕрке сăвă парнелерĕç вĕсем. «Чăн-чăн артистсем пекех, ку ачасенчен çын пулать, хамăрăн мăнуксене те ку кадет класне яма хатĕр», – терĕç пухăннисем.

Хаклă хăнасене сума суса Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та çула май пырса саламлама вăхăт тупрĕ. Вăл хăй те çак шкултах ăс пухнă, халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекен пуçлăх ентешсен çитĕнĕвĕсемпе тата районăн малашнехи ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Пухăннисем шкулта хăйсене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Заря Филипповна Тихоновăна «чечек айне турĕç». Кăçал кĕркунне 90 çул тултарнă педагог хаклă та илемлĕ чечек çыххисене кунта паян вĕрентекенсене тав сăмахĕсем каласа салатса пачĕ те сăпайлăн кăна хăй çамрăкран юратнă астрăсемпе ларса юлчĕ.

Аслă ăрусен ĕçне хакласа вĕсен ырă ятне çĕклекен шкул коллективĕпе, Раççей шайĕнче пилĕк хут çĕнтернĕ кадетсемпе Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлешĕвĕ тачă çыхăну тытать. Уява хатĕрлекенсем чĕннипе ятарласа çак пĕрлешÿ ертÿçин çумĕ – çар наукисен докторĕ Иван Николаев профессор килсе çитрĕ. Вăл çĕршывĕпе палăрнă ăста педагогпа – Татьяна Павловна Ефимова шкул директорĕпе тата Чăваш Республикинчи ФСБ Управленийĕн ветерансен Совечĕн хастарĕпе, шăп та лăп кунта 10-мĕш «а» класра ăс пухнă Валерий Кошкин отставкăри полковникпа Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ умĕн шкулта пĕрле туса ирттермелли мероприятисене палăртрĕ. Педагогсемпе вĕренекенсем çакăнпа пĕрлех тăван республикăн 100 çулхи юбилейне те тивĕçлĕ кĕтсе илме шантарчĕç. Шкул библиотеки вара офицерсем парнеленĕ çарпа патриотизм темипе тата Чăваш Республикипе ун тĕп хулин историйĕ çинчен çырнă çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ.

– Кунта аттестат илнĕренпе 50 çул çитнине ĕненме те йывăр, анчах та пĕрле вĕреннисен çитĕнĕвĕсене курса, ĕнерхи тата паянхи педагогсен сумлă ĕçне пысăк хак пама тивĕçлине туйса чĕререн савăнтăм, – терĕ Шупашкарти 47-мĕш шкулта ĕçлекен физика учителĕ, Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ работникĕ Николай Яковлев (Кÿлхĕрри).

– Эпир икĕ хутлă йывăç çуртра ăс пухнă, Иван Степанович Нарышкин директорăн юлашки кăларăмĕ. Математикăна унăн мăшăрĕ – Евдокия Александровна вĕрентетчĕ, университетри экзаменсенче хама мар, пирĕн учительсене ырлатчĕç, инженер-тĕпчевçĕре ĕçлеме пуçласан та вĕсен ырă ячĕсене çĕре ÿкермен, – палăртрĕ Пĕтĕм Союзри наукăпа тĕпчев институтĕнче нумай çул хушши ăнăçлă тăрăшнă Леонид Репин (Услапа Нурăс).

Мускаври авиаци институчĕ хыççăн Дон çинчи Ростовра «МИ» йышши, «Крокодил» тата «Аллигатор» текен çар вертолечĕсене ăсталаса, малалла çĕнетсе кăларнă çĕрте производство ертÿçисенчен пĕри пулнă Вячеслав Иванов, тин кăна Мачамăшри ватă амăшĕ патне килсе кайнăран, каллех инçе çула тухайман пирки пĕрле вĕреннисене телефонпа шăнкăравласа саламларĕ, халĕ ун ĕçне ывăлĕ малалла тăснине пĕлтерчĕ.

Çамрăклăха тепĕр хут таврăннисене пачах та «ватă çын» тесе калаймăн. Йăрă. Курпунли те çук, Турă пулăшнипе хальлĕхе нихăшĕ те алла туя тытман-ха, çÿçĕсене кăна вăхăт кĕмĕл тĕспе сăрлама тытăннă. «Главтатстройри» кадрсен пайĕн начальникĕ пулнă Тамара Павлова (Çĕньял Нурăс) Хусантан килсе çитнĕ. Вăл тата Чăваш Республикин территори строительство управленийĕнче ĕçленĕ Людмила Керзакова (Хăмăш), «Дорисс» пĕрлешÿре çул-йĕр хывса, кĕперсем çĕклесе Раççейри хисеплĕ ята тивĕçнĕ Борис Алексеев (Мачамăш) тата Услапа Нурăсри Михаил Павлов паллă спортсмен – ĕçри ăсталăхĕпе чапа тухнă строительсем. Кăмпалти Валерий Краснов инженер-механик тата юрист халĕ кунти кадетсене Мускаври смотр-конкурссене, çĕршыври паллă вырăнсене хăйĕн автобусĕпе илсе çÿрет.

Шупашкарти «Рассвет» пĕрлешÿре цех начальникĕ пулнă Любовь Петрова (Услапа Нурăс) – Чăваш Республикинчи çăмăл промышленноçăн хисеплĕ работникĕ. «Медицина работникĕсем ангел пекех, çуначĕсем çеç çук», – асăрхаттарчĕ пĕри. «Çунат хушаканни – пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшсене ырă-сывă курса савăнни», – терĕ Германире тăнă Совет Çарĕсен ушкăнĕнчи, каярахпа Оренбург облаçĕнчи Тоцкри аслă прапорщик, халĕ Вăрнар район больницинчи терапи уйрăмĕн медсестри Тамара Петрова (Кивьял Нурăс).

Шкултан 1969 çулта вĕренсе тухнисем хушшинче тĕп бухгалтерта ĕçленисем чылаййăн, Маргарита Григорьева (Кÿлхĕрри), Инна Николаева (Калинино), Юлия Хохлова (Шуркасси Ишек), Тамара Комарова (Услапа Нурăс) тата темиçен. Светлана Смирнова кĕнеке магазинĕнчен пуçласа çур ĕмĕр суту-илÿре тăрăшнă. Мăн Хирлепри Виталий Васильев «Строитель» колхоз ертÿçи пулнă, Элĕкре социаллă работникра ĕçленĕ. Евгений Афанасьев (Кÿлхĕрри) – отставкăри полици майорĕ. Çĕньял Нурăсран килнĕ Лена Ивановăпа Маргарита Ананьева – ялти хисеплĕ ветерансем. Пурне те асăнса пĕтереес çук – пурин те ачи-пăчи çитĕнсе çитнĕ, çирĕп пĕлÿ илсе кашниех хăйсен çулне тупнă, асламăшсемпе кукамăшĕсене 6–7 мăнук таран савăнтараççĕ, иккĕшĕн вара йĕкĕрешсем те пур иккен. Кукашшĕсемпе аслашшĕсем хăй вăхăтĕнче салтака кайма тивĕçлĕ пулнипе те мухтанаççĕ вĕсем.

Паллах, çухатусем те сахал мар пулнă пирĕн, пухăннисем ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă учительсене те, çав шутра класс ертÿçисене – Анастасия Викторовна Викторовăпа Анфиса Ивановна Ласкинăна, пĕрле вĕренсе тухнă Николай Куракова, Геннадий Гурьева, Николай Зайцева, Станислав Михайлова, Ангелина Куликовăна, Валентина Тихоновăна, Анатолий Яковлева тата ыттисене ура çине тăрса асăнчĕç.

Аслăрах классенче вĕреннĕ тĕслĕхлĕ ентешĕсене те манмарĕç пухăннисем. «Пурнăç океанĕнчи» çил-тăвăлсене çĕнтерекенсенчен пĕрин, Валерий Андреевич Федоров контр-адмиралăн, октябрĕн 3-мĕшĕнче – 70 çулхи юбилейĕ. Хăйне шанса панă карап çинчи пур матроса та, мичмана та, офицера та вăл амăшĕсем патне чĕррĕн-сыввăн тавăрса панă. Çуралнă кун ячĕпе тинĕс çар похочĕсенчи йывăр самантсем вăхăтĕнче ăна вăй-хăват кÿнĕ чăвашсен асамлă «Ан авăн, шĕшкĕ!» юррине ушкăнпа шăрантарса телефон урлă ярса саламларăмăр. «Эпир шĕшкĕ пек авăнсан та – хуçăлман!», – терĕç Калининăри вăтам шкултан çур ĕмĕр каялла вĕренсе тухнисем.

Малашне те çапла пултăрччĕ!

Валерий КОШКИН,

РФ Журналистсен союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ