ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ырăлăхпа хисеп кунĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2019 09:23 Просмотров: 55

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче октябрĕн 1-мĕшне Ырăлăхпа хисеп кунĕ те-се ят панă. Ку уява кăçал та чаплăн паллă турĕç.

Аякра пурăнакансем, çÿреме кансĕртереххисем патне хальхинче те завод автобусĕсем çула тухрĕç. Кăçалхи уява чылай илем кĕртнĕ – ветерансене фойере те, залра та кĕрхи букетсем кĕтсе илчĕç. Аслă ăрурисем хушшинче ирттернĕ творчество конкурсĕ пурне те тыткăнларĕ: курав тĕрлĕ тĕссемпе илĕртрĕ. Уйрăмах Марина Хасиятуловнăпа Владимир Иннокентьевич Самаринсем тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем пĕвере хăйсем ÿстернĕ лилисенчен композици хатĕрленĕ.

Ветерансем завод директорĕн Владимир Свешниковăн сăмахĕсене хавхаланса йышăнчĕç. Вăл предприяти тăнăçлă аталанса пынине, Тутарстанра «Август-Алабуга» уçăлни вăрнарсене япăхпа пырса тивменнине пĕлтерчĕ. «Штатсене кĕскетмĕпĕр. Пачах урăхла, кунта реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ, производствăна анлăлатасшăн. Чи малтанах килти хушма хуçалăх валли препаратсем кăларакан цеха аталантарасшăн. Иртнĕ çул производство пÿлĕмĕсене тума тата çĕнетме, социаллă объектсен строительствине 779 миллион тенкĕ хывнă», – терĕ Владимир Васильевич.

Заводăн ветерансен канашĕн председателĕ Леонид Абашев завод ертÿлĕхне ватăсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Каламалла, тивĕçлĕ канурисем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, мĕнпур мероприятие хутшăнаççĕ, тĕрлĕ хуласене тухса çÿреççĕ.

Завод ĕçченĕсене – пурнăçран уйрăлса кайнисене те аса илчĕç. Паян пурăнакансене чылай ăшă сăмах каларĕç. 80, 85, 90, 95 çул тултарнисене саламларĕç. Уява сумлă юбилярсем чылаййăн килнĕ: Мария Гаврилова, Евгения Петрова, Иван Чугунников, Мария Федорова, Валериан Дмитриев, Валентина Максимова, Ольга Осипова, Маргарита Титкова, Девдет Усманов... Рашидэ Гимранова вара кăçал 95 çул тултарчĕ.

Çитес çул Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ 90 çулхи юбилее паллă тăвать. Ун тĕлне ветерансем хушшинче «Чĕрĕ истори» конкурс иртет. Вĕсен заводра ĕçленĕ çулсем пирки калав-асаилÿ çырмалла.

Уяв ячĕпе пухăннисене «САЛАМ» ансамбль саламларĕ.

Людмила ИВАНОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ