ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хисепе тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2019 09:25 Просмотров: 380

Октябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче, Шĕнер Ишекри Александр Ефимович Ефремов тепĕр сумлă дата ячĕпе те саламлă сăмахсем йышăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ĕç хастарĕ хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Александр Ефимович ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Ят-сума вăл ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ вăрăм пурнăçĕпе, чылай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Вăрçăн асар-писер вăхăтне те тÿссе ирттернĕ вăл. Мирлĕ пурнăçра тăван колхоз аталанăвне-çĕкленĕвне пысăк тÿпе хывнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пĕтĕм вăйне парса тăрăшнă.

Мăшăрĕпе виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ вĕсем. Шел те, çывăх çынни халĕ юнашар çукки Александр Ефимовичăн кăмăлне хуçать.

Сывлăхĕ хавшанине, чир-чĕрсем ура хунине пăхмасăр сумлă ватă хăйне сатур тытма тăрăшать. Ăсĕ-тăнĕ çирĕп, тăван ялта, районта пулса иртекен пулăмсемпе куллен интересленет. Çĕршыври хыпарсене те аван пĕлсе тăрать. «Пурнăçне тĕрĕс те тивĕçлĕ ирттерет, çамрăксемшĕн мухтавлă тĕслĕх», – теççĕ ун пирки таврара.

Çак сăмахсене юбиляра саламланă май Шĕнер Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Радим Убаков та çирĕплетнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи йывăр саманара хăйсене шеллемесĕр тăрăшнăшăн, яланах тăван тăрăх хастарĕ пулнăшăн тав тунă.

Юбилей тĕлне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне Александр Ефимович патне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çитернĕ. «Аслă ăрури çынсене эпир хисеплеме, канлĕ ватлăх парнелеме тивĕçлĕ. Паянхи тăнăç пурнăçăн, ăнăçлăхăн никĕсне шăпах вĕсем хывнă», – тенĕ вăл.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ