ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Учитель ĕçĕ çăмăл мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:10 Просмотров: 356

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем, классенче хăйсем уроксем ирттернĕ май.

Учитель-дублерсем йышĕнче аслă классенче вĕренекенсем пулнă. Директор вырăнĕнче – Анжелика Александрова. Унăн вĕрентÿ енĕпе тимлекен заместителĕ – Луиза Васильева, воспитани енĕпе тимлекен заместителĕ – Данил Вошняев. Паллах, ку ачасене çак кун пурте ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕннĕ. Арçын ачасем ытларах кĕçĕн классене суйласа илнĕ.

Хăйтытăмлăх кунĕ шкулта ăнăçлă иртнĕ. Хыççăн 7-мĕш класра вĕренекенсем (класс ертÿçи – Сюзанна Олеговна Андреева) концерт лартнă, ăна Учитель кунĕпе çыхăнтарнă. Пурне те тыткăнланă чи вăйлă номер – ачасем педагогсен сăнĕсемпе флешмоб ташлани.

Пултарулăхĕ ку шкулта вĕренекенсен чăннипех иксĕлми. Вĕсене районти чылай мероприятире тăтăш куратпăр. Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче, акă, вĕсем ултă концерт лартнă. Калинино райповĕнче, Хăмăшра, Кÿлхĕрринче, Шăхальте, аш-какай комбинатĕнче ветерансене саламланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ