ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ĕлĕкхи тата паянхи Пăртас

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:10 Просмотров: 317

Темиçе ĕмĕрхи тăван ялăм – 591 киле пĕрлештерсе тăракан Пăртас çурла уйăхĕнче 300 çул тултарнине анлăн паллă турĕ (чăн та, архиври хутсем вăл тата 48 çул аслăраххине çирĕплетеççĕ). Уявра вырнаçтарнă экспозицисем тăрăх Пăртас ялĕн ĕлĕкхи тата хальхи кун-çулĕпе, малашлăхри тĕллевсемпе, ял гербĕн проекчĕпе паллашма май килчĕ. Хыççăнах район хаçатĕнче Л.Алексеева çырнă «Пăртассем уявра савăнчĕç» статйине вуланă май тăван ялăм пирки хам мĕн пĕлни тата курни-илтни аса килчĕç.

Тĕпчевçĕсем – ял кун-çулĕ пирки

Паянхи куна илес-тĕк, хамăр республикăра Пăртас ятлă ялсем виççĕ: Вăрнар, Вăрмар тата Елчĕк районĕсенче. Тутарстанра икĕ ял пурри паллă: пĕри – Камское Устье районĕнче Атăл çыранĕнче вырнаçнă Буртасы ялпа пĕр ятлă пристань, тепри – Ульяновскпа Хусан хушшинчи чукун çулăн Куланга станципе юнашар. Хăшĕ хăçан тата мĕнле халăхран никĕсленни, уйрăмах Вăрнар районĕнчи Пăртас пирки, историксем хушшинче пĕр чĕлхе çукки курăнать. Акă, вунтăватă çул каялла пичетленнĕ «Вăрнар районĕн энциклопедийĕнче» Пăртас ялне Çĕрпÿ уесĕнчи Тукай вулăсне кĕнĕ (хальхи Вăрмар районĕ) Пăртасран куçса килнĕ çынсем пуçласа яни çинчен çырнă. Интернетра та çавнах вулама пулать. Анчах çак икĕ çăлкуç Пăртас хăçан никĕсленни пирки тĕрлĕрен ăнлантараççĕ: энциклопедире, акă, пĕр вырăнта 17-мĕш ĕмĕрте тенĕ, тепĕр çĕрте вара 1764 çулпа çыхăнтарнă. Интернета ĕненес пулсан, Пăртас 1719 çулта никĕсленнĕ-мĕн.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчи номерĕнче А.Стеклов тĕпчевçĕ çырнă статья çаксене пĕтĕмпех хирĕçлет. Вăл Пăртаса никĕслекенсем Сăр шывĕ тăрăхĕнчен тĕрлĕ енне саланнă черемис-чăвашсем тесе шутлать. Автор Пăртас ялĕ пирки пĕрремĕш хут 1671 çулхи документра асăннине çирĕплетет. Вăлах хăйĕн «Сказание о чувашах» кĕнекин 2-мĕш томĕнче Пăртас ялĕнче 1717 çул тĕлне вунă кил пулнине пĕлтерет.

В.Димитриев профессор 2006 çулта пичетленнĕ «Чувашские материнские селения» кĕнекинче 1719 çулхи перепиç тăрăх Пăртасра 26 кил пулнине палăртать.

Тен, пурăна киле, тĕпчевçĕсем тата çĕнĕ документсем шыраса тупĕç, пĕр шухăш патне пырса тухĕç?

 

Пăртас ячĕ республика тулашĕнче те хисепре

Паян Буртас (Пăртас) чăвашсемшĕн мухтавлă ят. Ахальтен мар ĕнтĕ Шупашкарти ярмарка çывăхĕнчи çĕнĕ урам Пăртас çар пуçĕ ячĕпе хисепленсе тăрать.

Ку кăна-и, Пăртас ятне Пенза тăрăхĕнче уйрăмах пысăка хурса хисеплеççĕ. 2015 çулта республикăри Обществăлла палата делегацийĕн йышĕпе çак хулана конференцие кайсан Пăртас ятне асăрханипе шутсăр тĕлĕннĕччĕ. Конференци хыççăн пире апатланма чĕнчĕç. Тÿрех çакна асăрхарăм: официанткăсем пурте «Буртасы» тесе çырнă бейджиксем çакнă. Хам Пăртас ялĕнчен пулнăран-ши, çакна курнипе пĕр савăнса, пĕр тĕлĕнсе кайрăм. Ара, чылай аякри хулара манăн ял ятне çырса кăкăр çине çакнă-çке.

– Çак «Буртасы» тени мĕне пĕлтерет-ши? – хăйса ыйтрăм официанткăран.

– Вăл – Пензăри спорт комплексĕ çумĕнчи ресторан ячĕ. Спорт комплексĕпе хăна çурчĕ те çав ятлах, – пулчĕ хурав.

Çак ыйтупа урăх чăрмантарас темерĕм. Кайран, Шупашкара таврăнсан, Чăваш наци библиотекине ятарласа кайса Пензăри Пăртас çинчен тĕплĕн тишкертĕм.

Пăртас – çав ятлă халăх йăхĕ иккен. Вĕсен хăйсен чĕлхи пулнă. Йăли-йĕркипе ирçе халăхне çывăх тăнă, çавăнпа пĕрлех иран халăхĕпе те çыхăнуллă пулнă. Йăли-йĕрки ытти халăхран уйрăлса тăнă: вĕсен арçынĕсем мар, хĕрарăмĕсем пуç пулнă. Арçынсен мăшăр суйлама ирĕк пулман, çемье тума мăшăра хĕрарăмсем суйланă. Пенза тăрăхĕнче Пăртас йăхĕ 8-мĕш ĕмĕртен паллă. Хăй вăхăтĕнче питĕ хастар, çапăçусенче çав тери хăюллă халăх пулнă.

Вĕсем уйрăмах Пенза тăрăхĕнче вăйлă аталаннă. Ку облаçре 57 çухрăм тăршшĕ Буртас ятлă юханшыв пур, Городище хули çывăхĕнче авалхи Буртас ятлă пысăк хула ишĕлчĕкĕсене паянхи кун та тупаççĕ-мĕн. Çавăнпа ĕнтĕ Пенза тăрăхĕнче Пăртас ятне çав тери хисепе хурса упраççĕ. Сăмах май, Пензăра «Буртасы» спорт комплексне уçнă çĕре Раççей Президенчĕ В.Путин та хутшăннă.

Мордва Республикинчи Рузаевка çывăхĕнчи Наровчат районĕнчи Сканово ялĕнче Буртас музейĕ ĕçлет. Историксем ĕнентернĕ тăрăх, пăртас йăхĕ вăхăт иртнĕ май таврари чăваш, мăкшă, çармăс тата Чулхулапа Пенза тăрăхĕсенчи халăхсемпе хутшăнса хăйĕн ятне çухатнă.

Çаксене тĕпе хурса, манăн А.Стеклов тĕпчевçĕ шухăшĕпе килĕшес килет. Тăван ялăмăра никĕслекенсем кăнтăр енчен, Пензăпа Сăр юханшывĕ тăрăхĕнчен, куçса килме пултарни чăнлăхпа килĕшсе тăрать пек туйăнать.

Геннадий ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ