ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Кашнин сĕнĕвне шута илеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:11 Просмотров: 300

Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăлатасси, тата илемлĕрех тăвасси – пĕрлехи ĕç. Халăх валли тетпĕр пулсан, кунта çынсен шухăш-кăмăлне шута илни пĕлтерĕшлĕ.

Хăйĕн тавралли пĕчĕк «тĕнчене» мĕнле курасшăн – кашниех пĕлтерме пултартăр. Çавăнпах районта ирттермелли пысăк ĕçсене те малтан обществăлла канашлăва кăлараççĕ.

Хальхи вăхăтра, акă, поселокри культура çурчĕ çумĕнчи кану паркне çĕнетес-хăтлăлатас ыйтăва çивĕч сÿтсе яваççĕ. Ăна çĕнĕ сăн кĕртме «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна хутшăнса укçа-тенке тивĕçесшĕн. Шутлани пурнăçлансан поселок çыннисемшĕн хаклă кану вырăнĕ самай хÿхĕмленĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене çутçанталăк ытамĕнче спортпа туслашма, культура мероприятийĕсенче киленме-савăнма, усăллă канма та мĕнпур майсем пулмалла.

Канашлăва кăларнă ыйту чăнах та вăхăтлă. Тахçанах йĕркеленĕ паркăн пысăк пайĕ, тĕмсем-йывăçсем ÿссе хупланнăскер, халĕ кану тĕллевĕпе усă курăнмасть.

Парка хăтлăх кĕртессипе проект хатĕр ĕнтĕ. Ун тĕп шухăшĕсене район администрацийĕнче поселокра пурăнакансем, обществăлла организацисен представителĕсем тата предприяти-учрежденисен ертÿçисем хутшăннипе хĕрÿ сÿтсе явнă.

Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров палăртнă тăрăх, паркăн кашни кĕтесне тĕплĕ тишкерсе мĕнле усă курмаллине палăртас тĕллевпе Чăваш ен Строительство министерстви çумĕнчи Территори аталанăвĕн агентствипе пĕрле пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Сăмах май, хăтлăлатма кирлĕ территорисен ыйтăмĕнче поселок çыннисем районти культура çурчĕ çумĕнчи парка хăйсем суйласа илнĕ. Юратнă вырăна малашлăхра мĕнлерех курас килнипе те сахал мар сĕнÿ панă. Вĕсене проектировщиксем пурне те проекта хатĕрленĕ чухне шута илме тăрăшнă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кунта ÿсекен тĕп йывăç тĕсĕсем сыхланса юлмалла. Паллах, чăтлăхрах вырăнсене тирпейлеме, йывăç-тĕмсене санитари тĕлĕшĕнчен тасатма тивĕ. Проектра парка темиçе зонăна пайланă – кашни çын хăйне интереслĕ кану вырăнне тупма пултарĕ. Кунта ача-пăча, вĕрентÿ занятийĕсен, кану, кафе, культура мероприятийĕсен тата ытти зонăсем пĕрлешмелле. Уçăлса çÿремелли çулсем, ларса канма саксем – меллĕх валли пĕтĕмпех пулмалла. Парка çутçанталăкăн кашни вăхăтĕнче те усă курас тĕллевлĕ.

Проектпа паллашнă май мероприятие хутшăннисен татах та сĕнÿсем пулнă. Вĕсене улшăнусем майĕпе эскизлă проекта кĕртме шантарнă.

Çÿлерех асăннă хăтлăх программине поселок тепĕр проектпа та хутшăнасшăн. Кунта сăмах Севернăй тăкăрлăкри 6-мĕш тата 6-мĕш «а» çуртсем çывăхĕнчи тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки пырать. Нумаях пулмасть ку проекта сÿтсе явма поселок администрацийĕн ĕçченĕсемпе проект организацийĕн архитекторĕ юнашар çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Архитектор тĕп самантсене сăнÿкерчĕксемпе çирĕплетсе каласа панă. Проекта пурнăçлама май килсен поселокăн ку пайĕнче пурăнакансен хăйсен вăйă (мини-футбол, волейбол) площадки, тренажерсем, хăтлă çулсем тата ытти пулма пултарать. Проекта территори уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ