ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Тĕрлĕ ăмăртусенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:13 Просмотров: 409

Кикбоксинг. Спортăн ку тĕсĕпе сентябрь вĕçĕнче Анапăра 10-мĕш Тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унта 27 çĕршыври 1300 спортсмен вăй виçнĕ.

Турнирта пирĕн ентеш те – Геннадий Егоров тренерăн вĕренекенĕ Даниил Юркин палăрнă, вăл 3-мĕш вырăн йышăннă.

ИрĔклĔ кĔрешŸ. Мускав облаçĕнче РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Анна Шамован парнисемшĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура район спортсменĕсем маттур пулнă. Вăрнарти Милена Федорова кĕмĕл, Мăн Явăшри Екатерина Кошкина бронза медальсене çĕнсе илнĕ.

Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерне Иван Самылина асăнса ирттернĕ çĕршыв шайĕнчи сумлă турнира та хутшăнма тивĕçнĕ район хĕрĕсем. Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе кавир çине Хурăнсур Çармăсри Наталья Тихонова тата Эльвира Филиппова тухнă. Пĕрремĕшĕ 3-мĕш, иккĕмĕшĕ 5-мĕш вырăнсене йышăннă.

Шупашкарта иртнĕ асăну турнирĕнче те çитĕнÿсем пур. Никита Львовăн – кĕмĕл медаль. Дмитрий Львов, Никита Никандров пьедесталăн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Бокс. Ку енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнира спорт ветеранĕсене – Михаил Егорович Краснова тата Михаил Николаевич Краснова – халалланă. Ринга Чăваш енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Мордовири, Мари Элти, Ульяновск, Самара, Чулхула облаçĕсенчи 160 ытла çамрăк боксер тухнă.

Геннадий Егоров тренерăн воспитанникĕсем çĕрпÿсемпе пĕр командăна пĕрлешсе тупăшнă. Вăрнар район каччисенчен иккĕн – Даниил Юркин тата Евгений Смирнов – чемпионсем пулса тăнă. Андрей Ивановăн – кĕмĕл, Марат Васильевăн, Максим Михайловăн, Дмитрий Петровăн бронза медальсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ