ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Сывлăха ачаран упрар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:13 Просмотров: 97

Сывă ача çуратас тесен пулас ачан ашшĕпе амăшĕн те сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Чăвашсем ĕлĕкех: «Мĕн акатăн, çавă шăтать», – тенĕ.

Репродукци сывлăхĕ тĕрĕс-тĕкел ача çуратма кирлĕ. Пирĕн организмра пĕтĕмпех çыхăнура, çавăнпа мĕнпур органпа тытăм сывă пулни пĕлтерешлĕ. Репродукци сывлăхĕ тĕлĕшпе медицинăра тĕрлĕ специалист ĕçлет. Паллах, гинекологсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ача-пăча гинекологĕсем те пур, вĕсем 18 çулчченхи хĕрачасен сывлăхĕшĕн яваплă. Пирĕн корреспондент «Президентский перинатальный центр» бюджет учрежденийĕн репродуктивлă сывлăх енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн акушер-гинекологĕпе Ольга ТРИХАЛКИНĂПА калаçнă.

– Пирĕн республикăра хĕрачасен сывлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха?

– Вăл Раççейри пĕтĕмĕшле лару-тăруран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.Тĕслĕхрен, 15–17 çулсенчи хĕрачасен йышĕ юлашки 5 çулта 12 пин таран чакнă. Апла-тăк, çитес 10 çулта ача çуратакан та чылай сахалланать. Ку тĕлĕшпе паян нимĕнле витĕм те кÿме пултараймастпăр. Пирĕн тĕллев вĕсен сывлăхне сыхласа хăварасси пулмалла. Анчах хĕрачасен сывлăхĕ çирĕпех мар. Гинекологи чирĕсемпе тата ытти орган чирĕсемпе аптракан хĕрачасен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Чылай чухне вĕсем ансат япаласенех ăнланманнипе тата ашшĕ-амăшĕ тимсĕр пулнипе те хăйсене сиен кÿреççĕ. Ачалăхра ĕç, кану гигиенине, кун йĕркине çирĕп пăхăнни, кĕлеткене, уйрăмах чун-чĕрене тасалăхра тытни питĕ кирлĕ.

– Хĕрача сывлăхĕ пирки канашлама ăçта каймалла?

– Пирĕн республикăра ача-пăча поликлиникисенче, хĕрарăмсен консультацийĕсенче ачасен гинекологĕсен кабинечĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çула çитмен çамрăксен центрĕсем пур. 15 çул тултарнă хĕрачасенчен кашниех хăй тĕллĕн, çамрăкраххисем амăшĕпе пĕрле тухтăр патне кайма пултараççĕ.

– Хĕрачасен гинекологин мĕнле чирĕсем пулаççĕ?

– Çитĕннисен мĕнпур чирĕ тĕл пулать. Пĕрремĕш вырăнта – шыçă чирĕсем. Унтан – менструаци циклĕ пăсăлни. Çавăн пекех арлăх аталанăвĕ вăхăтра пуçланманнине, менструаци вăхăтĕнче ыратнине те асăнмалла. Хăшпĕр чиртен эндокринологсемпе, неврологсемпе, физиотерапевтсемпе, ытти специалистпа пĕрле сиплеме тивет.

– Пирĕн хĕрачасем мĕн-шĕн нумай чирлеççĕ?

– Ку инфекци чирĕ анлă сарăлнипе, ансат гигиена йĕркисене пăхăнманнипе, амăшĕсем те сывах маррипе, ар пурнăçĕпе ир пурăнма пуçланипе çыхăннă. Кунта çакна палăртмалла, ачалăх ÿсĕмĕнче кун, кану, апатлану йĕркине тĕрĕс пăхăнсан, фитотерапипе усă курсан чире çĕнтерме пулать. Йывăртарах тĕслĕхсенче кăна гинеколог эмел çырса парать.

– Хальхи вăхăтра çамрăксем ар пурнăçĕпе 14–16 çултах пурăнма пуçлаççĕ. Çакă вĕсене мĕн патне илсе пырать-ха?

– Уйрăмах пăшăрхантараканни акă мĕн. Каччăсем ар пурнăçĕпе вăтамран 15,5 çулта, хĕрсем 16,5 çулта пурăнма пуçлаççĕ. 25–26 çулсенче çемье çавăраççĕ. Вунă çул хушши тĕлли-паллисĕр ар хутшăнăвне кĕрсе пурăнакан хĕр-упраç ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекци чирĕсемпе аптрать.

14–15 çулхи хĕрача амăшĕ пулма хатĕр мар. Унăн организмĕ çителĕклĕ аталанса çитеймен. Нумай чухне çамрăк хĕрача тĕвĕленнĕ ачине пăрахать. Аборт туни те уншăн питĕ хăрушă – юн каять, шалти органсем аманма, шыçма пултараççĕ. Хĕрарăм кун хыççăн текех ача çуратаймасан та пултарать. Çие юлсан та ача ÿкме пултарать е вăхăтсăр çуралать.

Тата çитĕнсе çитичченех ача çуратакан амăшĕсем те аманса юлаççĕ.

– Халĕ çамрăксем хут уйăрттармасăрах «гражданла пĕрлешÿ» тесе ар пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Кун пек пурнăç ансат, ача-пăча та çуратмаççĕ, пĕр-пĕрне килĕштермесен уйрăлса каяççĕ, ыранах урăххисемпе пурăнма пуçлаççĕ. Çемьен хакĕ çухалчĕ...

– Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан пурин те сывлăхĕ çирĕп пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене лайăх тĕслĕх кăтартмалла. Енчен те эпир эрех-сăра ĕçсен, табак туртсан, тĕрĕс мар пурнăçпа пурăнсан ачасем те пирĕн çула суйлĕç. Ачасене 6–10 çулта чухнех эрех-сăра, табак сиенĕ çинчен ăнлантармалла. 16–17 çула çитсен ăса вĕрентни сахал усă парать.

Пулас ачан ашшĕпе амăшĕ пепкене çут тĕнче парнелеме шухăш тытнă-тăк, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Чир пулсан сипленмелле. Çие юличчен 3 уйăх маларах витаминсем ĕçмелле. Ача кĕтекенĕн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла – эрех-сăра ĕçме, табак туртма, врачпа канашламасăр эмел ĕçме юрамасть, лайăх пахалăхлă, нормăна пĕлсе апат çимелле.

– Сывлăха упрас тесен мĕн тумалла-ха?

– Апат-çимĕçе пĕлсе çимелле. Халĕ  темĕн те пур, анчах сывă апат сахал. Сывлăхшăн усăлли вăл – хамăр килте ÿстернĕ пахчаçимĕç, аш-какай, сĕт, çăмарта. Пĕр тĕслĕхе кăна илер: кондитерсем сахăр вырăнне сахаринпа усă кураççĕ, вăл сахăртан 500 хут пылакрах. 1 кг сахарин 500 кг сахăрпа танлашать. Унпа усă курса кондитерсем пысăк тупăш илеççĕ. Анчах сахăр çын организмне сиен кÿрет: сахăр чирĕ – диабет – пуçланма пултарать.

– Хĕрачасен тумтире тĕрĕс мĕнле тăхăнса çÿремеллине каласа кăтартăр-ха, тархасшăн.

– Хĕрачасем халĕ пĕчĕкренех тăвăр шăлавар тăхăнаççĕ. Çакă купарча шăммисене ÿсме чăрмантарать. Купарча шăмми сарлака пулни хĕрарăма ачана лайăх çуратма май парать. Çавăн пекех кĕске майка, кофта тăхăнаççĕ – хырăмĕ, çурăмĕ курăнса çÿрет, сивĕ лекнĕрен шалти ар органĕсем шыçма пултараççĕ.

– Çамрăксем хушшинче эрех-сăра ĕçесси, табак туртасси сарăлса пырать. Кун çинчен мĕн калама пултаратăр?

– Паллах, эрех-сăра ĕçни, табак туртни çын организмне питĕ пысăк сиен кÿрет. Эрех-сăра ăс-тăна хавшатать, шалти органсем – пĕвер, пуç мими – сиенленеççĕ. Ĕçекен çыннăн çемье, ачисем çинчен шухăш çук. Вĕсен хуть те мĕнле майпа эрех тупса ĕçмелле. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканран 17–18 çул сахалрах пурăнать. Хĕрарăм «симĕс çĕлен» тыткăнне лекни вара тата та киревсĕр. Пулас ача амăшĕн варĕнчех эрех тутанать, вăл вăхăтсăр, чирлĕ, пĕчĕк çуралать. Эрехпе туслă ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхаймасть. Ашшĕ-амăшĕ пур чухне те ачасем тăлăх ÿсекен тĕслĕхсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Сăра ĕçсе те алкоголика тухма пулать.

Табак туртни те организмшăн питĕ сиенлĕ. Ача вăхăтсăр, пĕчĕк виçепе çуралать.

Наркотикпа иртĕхекен çамрăксем пурнăç илемне кураймасăрах вилеççĕ. Вĕсем юрату туйăмне пĕлеймеççĕ, çемьепе пурăнса кураймаççĕ. Чирленĕ хыççăн 7–10 çултанах вĕсен пурнăçĕ татăлать.

– Юлашки çулсенче ача амăшĕ пулас текен çамрăксем хусканусем сахал тăваççĕ.

– Çие пур хĕрарăма виçеллĕ ĕçлени сиенлĕ мар. Ĕçсĕр ларни вара мышцăсене вăйсăрлатать. Кулленех гимнастика тумаллине манмалла мар. Ача ăнăçлă çуратасси мышцăсен аталанăвĕнчен нумай килет.

Пуян калориллĕ апата нумай çисен пепке пысăк пулать. Кун пек ача çуратма йывăр. Вăл аманма пултарать, унăн сывлăхĕ хавшать. Сывă ача çурални – çемье телейĕ, чирлĕ  е инвалид ача çуралсан – ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк хуйхă. Маларах асăннă сĕнÿсене пурнăçласан сирĕн ачăрсем  яланах сывă çуралĕç.

Çак çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе профилактика ĕçне вăйлатмалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем тимлĕ пулни, тухтăрсемпе пĕрле тăрăшни пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ