ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тимсĕрлĕхе пула

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:15 Просмотров: 88

Пушарсем тĕлĕшпе кăçалхи лару-тăру, шел те, ÿсĕмпе пырать. Пĕлтĕр тăхăр уйăхра 28 инкеке шута илнĕ пулсан, кăçал октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40 çырăнма ĕлкĕрнĕ.

Юнкун, ак, ку хисеп тата хушăннă. «16 сехет иртсен çулăм Вăрнар поселокĕнчи Тракторнăй тăкăрлăкра алхасма пуçланă. Нумай хваттерлĕ çуртăн кил картинче ларнă автофургон тивсе илнĕ, çулăм ăна тĕпĕ-йĕрĕпех сиенленĕ. Вут-çулăма çывăхри гаражсем çине куçма паман. Пушар сăлтавне уçăмлатассипе яваплă службăсем тимлеççĕ», – хыпарлать Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн пресс-служби.

Çанталăк сивĕтнĕçемĕн пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă кĕрхи-хĕллехи тапхăр пуçланчĕ. Ăна инкексĕр ирттерме мĕнле хатĕррине, хăрушсăрлăха тивĕçтермелли мерăсене юнкун чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен районти комиссин ларăвĕнче те сÿтсе явнă.

Каларăмăр, пушарсем кăçал унчченхи çулхинчен чылай ытларах. Вĕсенче пилĕк çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлни те – уйрăмах пăшăрхантаракан самант. Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров пĕлтернĕ тăрăх, пушарсен хисепĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ÿсни вунă поселенире – Уйкас Кипек, Санарпуç, Малти Ишек, Шĕнер Ишек, Çĕрпел, Ершепуç, Хирпуç, Калинино, Мăн Явăш ял тата Вăрнар хула тăрăхĕсенче – курăнать. Кăтартусем Кульцав, Пăртас, Ярмушка тăрăхĕсенче аванрах – вĕсенче тăхăр уйăхра инкеклĕ тĕслĕхсем çырăнман.

Вут-çулăма пула синкерлĕ вилнисем Вăрнар хула тата Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕсенче икшер, Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пĕр çын пулнă.

Ялта-и, поселокра-и – пушарсен тĕп пайĕ çынсем пурăнакан вырăнсенче (36) тухнă, экономика объекчĕсенче – виççĕ, транспорт çинче – пĕрре.

Вут-çулăм сиен кÿнин сăлтавĕсем çулсерен пĕрешкел. Ытларах чухне çынсем унпа асăрханусăр пулнăран, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем юсавсăр пирки е вĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăснăран, электрооборудование йĕркене пăсса ĕçлеттернĕрен, ачасен аллине шăрпăк лекнĕрен шар кураççĕ. Çавăн пиркиех пушар хуралĕн ĕçченĕсен хăйсен те, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен те профилактика тĕллевĕпе çынсемпе куллен ĕçлемеллине палăртаççĕ. Пĕрлехи тĕрĕслевсем-вĕрентÿсем малашне те тĕллевлĕ иртĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ