Завод ветерансене манмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.10.2017, 08:59 Просмотров: 499

Октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере паллă тăвакан уява «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» Филиалĕнче Ырăлăх тата хисеп кунĕ тесе калаççĕ. «Пирĕн ветерансем ватă мар, чунĕсемпе яланах çамрăк», – теççĕ заводра ĕçлекенсем.

Предприятирен тивĕçлĕ канăва тухнисем пурĕ 572 çын. Уяв умĕн вĕсенчен кашнинех почта урлă  йыхрав хучĕсем ярса панăччĕ. Ветерансенчен чылайăшĕ уяв кунĕнче тăван предприятие килсе курма кăмăл тунăшăн завод ĕçченĕсем савăнчĕç, аслă ăрури çынсене чи хаклă хăнасем вырăнне хурсах йышăнчĕç.

«Август» компанин ертÿçисен йышăнăвĕпе ветерансем хăй вăхăтĕнче завода аталантарассишĕн чылай вăй хунине шута илсе 2013 çултан пуçласа хушма пенси тÿлеççĕ. Хальхи вăхăтра заводра 10 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă 432 çынна «Август» компани уйăхра вăтамран 6 пин тенкĕ ытла хушма пенси тÿлесе пырать.

Уяв хăнисем заводăн пуян музейне  кĕрсе курчĕç, уйрăмах хăйсем ĕçленĕ вăхăтра усă курнă япаласене курни вĕсене савăнтарчĕ. Çак  кун заводăн библиотекинче те чылайăшĕ пулчĕç. Кунта кашни цехăн уйрам  альбомĕсем упранаççĕ. Унта цех хăçантан пуçланса кайнине, еплерех аталанса пынине, камсем ĕçленине – йăлтах çырса пыраççĕ. Ветерансем  сăнÿкерчĕксенче хăйсене курса асаилÿ авăрне путрĕç.

Паллах, ветерансен завод хальхи вăхăтра еплерех ĕçленине курас килет, çавăнпа та вĕсене икĕ автобуспа цехран цеха экскурсие илсе çÿрерĕç. Заводăн социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров завод пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Хăнасем заводра тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланнине, малтанхи вăхăтра алă вĕççĕн пурнăçланă чылай ĕçе механизациленине ырăпа палăртрĕç.

Унтан пурне те илемлĕ зала чĕнчĕç. Ветерансене завод директорĕ Владимир Васильевич Свешников ăшшăн саламларĕ, нумай çул пурăнма таса сывлăх сунчĕ. Предприяти ветеранĕсен Канашне Леонид Никифорович Абашев ертсе пырать. «Завод пире канăç памасть», – куларах каларĕ вăл. Ку сăмахсем  ветерансемпе час-часах экскурсисем йĕркелени пирки пулчĕç. Çакна валли завод автобус  та, укçа-тенкĕ те уйăрать. Иртнĕ çултанпа ветерансем Хусан, Йошкар-Ола  хулисенче, Чулхула облаçĕнчи Дивеево салинче, Етĕрне районĕнчи кану базинче пулса курчĕç.

Уяв каçĕнче 80, 85, 90 çул  тултарнисене  саламласа парнесем парса чысларĕç. Кăçал заводăн  вунвиçĕ ветеранĕ çак сумлă юбилейсене паллă турĕç. Уяв концертĕнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем чуна пырса тивекен юрăсем, вĕçсе каясла ташăсем парнелерĕç. Ветерансем тулли кăмăлтан тăван предприяти коллективне тав турĕç.

Людмила ИВАНОВА,

«Август» Фирмăн «ВХПЗ» филиалĕн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика