ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Интернетпа мĕнле усă куратпăр?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:16 Просмотров: 349

Телекоммуникацисем паянхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç. Анчах та халăхра вĕсемпе мĕнлерех усă кураççĕ-ха – çакна ыйтăм тĕрĕсрех кăтартса парать.

Раççей статистики 2013 çултан тытăнса çынсем компьютер техникипе тата интернетпа епле усă курнине суйлавлă сăнав урлă палăртать.

Кăçал вăл çĕршывăн мĕнпур субъектĕнче октябрĕн 14–20-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 11–17-мĕшĕсенче иртет. Унта 32 пине яхăн çемье хутшăнать. Адресĕсене ăнсăртран мелпе палăртнă. Пирĕн республикăра сăнав валли Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Сĕнтĕрвăрри хулисене, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Елчĕк районĕсене суйласа илнĕ.

ИКТ тĕпчевĕн анкети пилĕк пайран тăрать:

кил хуçалăхĕнче компьютер пурри тата вăл интернет сечĕпе çыхăнни.

кĕсье телефонĕпе тата компьютерпа усă курни.

интернет сечĕпе усă курни.

патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсене электронлă мелпе илни е илменни.

тавар е тивĕçтерÿ илме интернет сечĕпе усă курни.

Ыйтăм вăхăтĕнче илнĕ информацие ниçта та сармаççĕ, вăл пĕтĕмĕшле статистика даннăйĕсене йĕркелеме кирлĕ. Çавăн пекех унпа Раççей Федерацийĕн «Информаци пĕрлĕхĕ» патшалăх программине, инноваци аталанăвĕн стратегине, «Раççей Федерацийĕн цифрăллă экономики» наци программине хатĕрлеме усă кураççĕ. Çавăн пекех сăнав кăтартăвĕсем регионсем тата çĕршывсем хушшинчи танлаштарусене йĕркелеме май параççĕ.

Пĕтĕмлетÿллĕ даннăйсене пурте пăхма пултараççĕ. Информацие Росстат хăйĕн сайтне (www.gks.ru) 2020 çулхи мартра вырнаçтарать.

Сăмах май, Чăвашстат 2018 çулхи октябрь–ноябрь уйăхĕсенче ирттернĕ сăнав тăрăх, республикăри халăхăн 74 проценчĕ интернетпа усă курни паллă. Респондентсен 95 проценчĕ унпа килте, 46 проценчĕ – ĕçре, 33 проценчĕ – пĕлĕшĕсем патĕнче, 12 проценчĕ – вĕреннĕ вырăнта, 9 проценчĕ – обществăлла меллĕх точкисенче, 3 проценчĕ библиотекăсенче çыхăнать.

Интернета ытларахăшĕ телефон урлă тухать. 73 проценчĕ унпа патшалăх пулăшăвĕсене илме усă курать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ