ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пултарулăх ăмăртăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019 11:22 Просмотров: 298

Патриотла воспитание сарас тĕллевлĕ мероприятисем çамрăксене ырă шухăшсемпе, Тăван çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе пĕтĕçтереççĕ.

Вĕсенче, республикăра иртекеннисенче, районти шкул ачисем, пĕлетпĕр, çав тери хастар. Яланах малтисен йышĕнче, çар хатĕрленĕвĕ енĕпе пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Çакă районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче патриотизм воспитанине çÿллĕ шайра йĕркеленине яр уççăн çирĕплетет.

Шăматкун, акă, районти виçĕ шкул команди – калининăсем, мăн-явăшсем тата поселокри 1-мĕш шкул вĕренекенĕсем – арми генералĕ Вадим Матросов ячĕпе иртнĕ «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен республикăри ăмăртăвне хутшăннă. Слет 5–9-мĕш классенче пĕлÿ пухакансене Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче пухнă. Пĕтĕмпе вунпĕр районтан – Элĕк, Вăрнар, Канаш, Йĕпреç, Муркаш, Çĕрпÿ тăрăхĕсенчен тата Канаш хулинчен килнĕ командăсем республикăра чи лайăххи пулассишĕн тупăшнă. Вĕсем пурте çар ĕçне кăсăкланса вĕренекенсем, хĕçпăшала алла тытса курнисем, хăюлăх тата чăтăмлăх, çивĕчлĕх мĕнне пĕлекенсем.

Кăткăс пилĕк конкурс витĕр тухма тивнĕ çамрăк пограничниксен. Çав шутра – маршпа утассипе, ялав ушкăнĕпе тухассипе, чăрмавсен полосине çĕнессипе, пĕрремĕш медицина пулăшăвне кÿрессипе, патриотла юрра витĕмлĕ шăрантарассипе.

«Слетăн Кубокне Чăваш Сурăм шкулĕн кадет класĕ тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Хамăр район командисем те хăйсене аван кăтартрĕç, мăн-явăшсем тăваттăмĕш, калининăсем пиллĕкмĕш пулчĕç. Призлă вырăнсене йышăнма кăшт ăнăçу çитеймерĕ пулин те, ку ăмăрту вĕсене малашне хăш енĕпе ĕçлесе çитермеллине, хăнăхусене туптамаллине кăтартрĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкул ушкăнĕ вара республика шайĕнчи çакăн пек слета пĕрремĕш хут çитсе курчĕ. Чи маттур командăсен опычĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕ», – пĕлтерчĕ слетăн йĕркелÿçисенчен пĕри – «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен республикăри штабĕн пуçлăхĕ Юрий Никифоров.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ