Вăхăтра систерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:22 Просмотров: 638

Пурăнмалли çуртсенче пушарсен тĕп пайĕ хуçисен айăпĕпе тухать. Инкексен тишкерĕвĕ кăтартнă тăрăх, чылай тĕслĕхре вут-çулăм алхасма тытăннă чух çынсем çывăраççĕ, çавна май çăлăнаймасăр пурнăçран уйрăлаççĕ.

Ку, чăнах та, кăткăс ыйту: çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли хушма мерăсем йышăнма хистет. Çакăн пирки чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен районти комиссин ларăвĕнче те калаçу хĕрÿ пычĕ. Вут-çулăмран хÿтĕленес тĕллевпе çурт-йĕре автономлă пушар сигнализацийĕсем вырнаçтармаллине палăртрĕç. Ятарлă извещательсем – пушар тухас-тăк, чи эффективлă хÿтĕлев. Вĕсен тĕллевĕ – çулăм тивсе илсенех инкек çинчен çуртра пурăнакансене пĕлтересси. Пÿлĕмре тĕтĕмленме тытăнчĕ-тĕк, ку прибор çийĕнчех янăравлă сасă сигналĕпе хыпарлать. Инкек тухасса хăвăрт сиснĕ çын çулăма хăй тĕллĕн путарма е пушар сÿнтерекенсене чĕнме пултарать.

Пушар извещателĕсене ялсенчи çуртсенче те вырнаçтарма май пур. Вĕсем батарейкăпа ĕçлеççĕ.

ИП 212–142 автономлă извещательсене хамăр район çыннисем ВДПО-н Вăрнарти вырăнти уйрăмĕнче туянма пултараççĕ. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 134-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-50-32.

В.Афиногентов,

Вăрнарти 27-мĕш çăлавпа пушар чаçĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика