Çĕнĕ курав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:23 Просмотров: 635

Вĕренекенĕсем килĕшнĕ кăсăкланупа пурнăçра вырăн тупни – преподавательсемшĕн чăннипех те пысăк хаклав.

Дмитрий Краснов, акă, Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕскер, Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухнă. Кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художество тата музыка вĕренĕвĕн факультечĕн студенчĕ пулса тăнă.

Вăрнарта Дмитрий Владислав Кудряшов патĕнче вĕреннĕ. Çавăнпах пулĕ хăйĕн куравне те çамрăк кунтах уçас тенĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмĕнче унăн натюрморчĕсемпе, портречĕсемпе тата пейзажĕсемпе паллашма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика