Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:24 Просмотров: 763

Мускавра Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне халалланă «Ылтăн кĕркунне» курава уçнă май Раççей Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев АПК-на патшалăх енчен пулăшасси малашне те вăй илсе пырассине çирĕплетнĕ. Ял хуçалăхĕнче пысăк технологисене пысăк çул памалла, «симĕс бренд» технологийĕсене аталантарса çын сывлăхĕшĕн хăрушă мар продукци туса кăларассине тĕпе хумалла.

Раççейĕн ял хуçалăхне укçан пулăшма йышăннă вунă субъекчĕ йышĕнче Чăваш ен те пур. Çак виçе 145 млн тенкĕпе танлашасса шанаççĕ.

Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли çĕнĕ программа та ĕçлесе каймалла. Ун валли 2,3 триллион тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçа ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ялти пурнăç пахалăхне палăрмаллах çĕклеме пулăшмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика