ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пилĕк авмасăр пурлăх пулмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019 11:25 Просмотров: 305

Нумаях пулмасть Отиккăвăри Алексей Фадеев фермерăн 100 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ комплекс хута кайрĕ. Самана таппине тивĕçтерекен фермăна çĕклеме хевте çитернĕшĕн  ĕç хастарĕпе тăванĕсем   тивĕçлипех мăнаçланаççĕ.

Фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 80 пуç, çав шутра ĕнесем – 47 пуç. Выльăхсене хĕл каçма çителĕклĕ сенаж хывнă.

Фермер хуçалăхĕ патне çывхарсан вăрăммăн тăсăлса выртакан шурă пăрăхсене асăрхама пулать. Анчах та эпир йăнăшатпăр çав, пирĕн куçа курăнаканни пăрăхсем мар, çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ сенаж иккен.

Улми йывăççинчен аякра ÿкмест. Алексей Николаевича ырă тĕслĕх кăтартаканĕсем – ашшĕпе амăшĕ Николай Ермолаевичпа Елена Петровна. Николай Ермолаевич ял хуçалăх техникумĕнче трактористра, мастерта, управляющинче ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те техникумра механикре тимлет. Николай Фадеев хресчен чунĕллĕ çын. Çĕр чĕлхине аван пĕлет, техникăра лайăх ăнкарать. Фермерта ĕçлекен ывăлне час-часах кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.

– Эпир çиччĕн çитĕннĕ: ултă ывăлпа пĕр хĕр. Атте-анне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. /ссе çитсе çемье çавăрсан пурте Ершепуç ял тăрăхĕнчех тĕплентĕмĕр. Тăван-пĕтенпе пысăк ĕçсене пурнăçлама лайăхрах, – терĕ Николай Фадеев.

Мăшăрĕ, Елена Петровна, ял хуçалăх техникумĕнче секретарьте, ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра тăрăшнă. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта тимлет.

Ĕçченсем кил хуçалăхне аталантарассипе те тăрăшаççĕ. Икĕ вăкăр тытаççĕ. Елена Петровнăпа Николай Ермолаевич 1979 çултанпа – çемье çавăрнăранпа – шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Виçĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Алексейран шăллĕсем те юлмаççĕ, шанса панă ĕçсенче тÿрĕ кăмăлпа тимлеççĕ.

Калас пулать, фермерăн аслашшĕ те Ермолай Игнатьевич ял хуçалăх техникумĕнче ĕçленĕ, бригадирта, склад заведующийĕнче тăрăшнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Çĕнĕ ĕне фермине уçнă чухне Алексей Фадеевăн мăшăрĕн асламăшĕпе те паллашнăччĕ. Вера Ивановна Сазанова мăнукĕн çемйи çирĕп пулнишĕн хĕпĕртет.

– Ĕçлемесĕр пурлăх пулманнине кĕрÿпе Лена мăнукăм аванах чухлаççĕ. Çавăнпа та   çичĕ хут тара ÿксе тăрăшаççĕ, – терĕ вăл. – Çемье фермине çĕклес тесе мĕнпур вăя хучĕç. Пурăннă пулсан мăшăрăм та пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайлĕччĕ.

Вера Ивановна Йĕпреç районĕнчи Шуркасси ялĕнче çуралнă. Ершепуç каччипе пĕрлешсе виçĕ ача çуратнă. Вера Сазанован ĕç стажĕ пысăк – 40 çул ытла тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Вăрман та каснă, Вăрнарти ача-пăча санаторийĕнче поварта та вăй хунă.

Вера Ивановна 80 теçеткене хыçала хăварнă пулсан та ал усса лармасть. Кил хуçалăхĕнче тăрмашать. Чăхсем усрать. Вăл ачисене, мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене, тăванĕсене яланах хапăлласа йышăнать.

– Çывăх çыннăмăрсем хушшинчи çыхăнăва упрасчĕ. Тăванлăх тымарĕ яланах çирĕп пултăрччĕ, – терĕ ĕç ветеранĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ