ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Килес çултан пулăшу вăйланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019 11:25 Просмотров: 308

Сахал тупăшлă граждансем валли хатĕрленĕ социаллă контракт валли 2020 çулта укçа-тенкĕ ытларах уйăрĕç.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви социаллă контракта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хастар ĕçлет. Сахал тупăшлă çемьесене патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтермелли йĕрке тата механизм туса хатĕрленĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕсем ĕçлев центрĕсемпе пĕрле çавăн пек çемьесене тупса палăртас, вĕсене пуренлĕн пулăшас, социаллă контрактсем çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. 2020 çултан республикăра ку енĕпе ĕçлессине тата вăйлатĕç. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 350 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртнă, унпа Чăваш енри сахал тупăшлă 3800 гражданинпа çирĕплетнĕ социаллă контрактсене пурнăçа кĕртме усă курĕç.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе ултă çулта чухăнлăх шайне икĕ хут чакармалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Ĕçлев министерстви чухăнлăх шайне чакармалли мерăсен комплексне пурнăçлать. Ведомство кашни уйăхра мĕнпур шайри бюджет шутĕнчен социаллă пулăшу илекен сахал тупăшлă çемьесене регистрациленине сăнаса тăрать.

Социаллă контракт – патшалăхăн социаллă пулăшу меслечĕсенчен пĕри, вăл ĕçе вырнаçма, квалификацие ÿстерме пулăшассине, граждансене хăйсен ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрассине, социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе тивĕçтерессине, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене вĕрентессине, социаллă-психологи ĕçне пурнăçлассине тата ыттине палăртать. Хальхи вăхăтра 876 социаллă контракт çирĕплетнĕ.

2020 çултан социаллă контрактсене социаллă тата финанс пулăшăвĕн хушма мерисене кĕртеççĕ:

ĕçлев центрĕсем пулăшнипе ĕçе вырнаçакан тата професси пĕлĕвĕ илекен граждансене 10134 тенкĕ пурлăх пулăшăвĕ параççĕ;

професси пĕлĕвĕн курсĕсемшĕн тÿлеççĕ (вĕрентÿ курсĕн вăтам хакĕ 20868 тенкĕ);

ĕç паракансен граждансем валли стажировка йĕркеленĕ май пулакан тăкакĕсене уйăхра 15789 тенкĕ саплаштараççĕ;

предприниматель ĕç-хĕлне тытса пынăшăн пĕр хутчен 250 пин тенкĕ пурлăх пулăшăвĕ параççĕ;

сахал тупăшлă çемьесене пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма паракан тÿлевсем. Ку ушкăна сусăр ачасене ÿстерекен çемьесем, çавăн пекех çул çитмен ачасен сусăр ашшĕ-амăшĕ кĕреççĕ;

виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене кашни ачашăн паракан тÿлев евĕр укçа-тенкĕпе пулăшассине вăйлатаççĕ. Нумай ачаллă 13 пин ытла çемье пурăнакан Чăваш еншĕн çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Социаллă контрактпа килĕшÿллĕн патшалăхăн социаллă пулăшăвне çирĕплетме Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» учрежденин вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне каймалла, заявлени çырмалла, унтан социаллă хÿтлĕх уйрăмĕн специалисчĕсем гражданинпа калаçу ирттереççĕ, ыйтăм хутне тултараççĕ.

Ку сведенисене хушма тĕрĕслевсем ирттерсе çирĕплетме пултараççĕ. Заявлени çыраканăн пурăнмалли условийĕсемпе, пурлăх никĕсĕпе паллашнине тĕрĕслев акчĕпе çирĕплетĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ заявление, тĕрĕслев хутне тата пурăнмалли условисемпе, пурлăх никĕсĕпе паллашнин актне тĕпе хурса гражданинпа пĕрле социаллă адаптаци программин проектне хатĕрлет, социаллă контракт проектне туса хурать. Кайран ăна ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Комисси заявление регистрациленĕ хыççăн сакăр кунран Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр çумĕнче хатĕрленĕ социаллă контрактпа килĕшÿллĕн патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтерме май пуррине е çуккине палăртать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ