Вăрнарта тупнă телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:26 Просмотров: 502

Паллах, ун пурнăçĕнче Вăрнар поселокĕ пуррине пĕлмен вăхăт та пулнă. Шупашкарта çуралнă, ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне пĕтернĕ. Аспирантурăна вĕренме кĕнĕ те пуçĕпех наукăна ыткăннă.

Анчах та Ольга Капитоновашăн шăпа пачах урăхла çул суйланă. ЧПУ кафедрине Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче вăл вăхăтра тĕп технологра тимленĕ Евгений Григорьевич Николаев час-часах кĕнĕ, наука ĕçченĕсемпе опыта сÿтсе явнă, тĕпчевсемпе кăсăкланнă. Шăпах вăл Ольга Геннадьевнана Вăрнара куçма сĕннĕ те.

«Çамрăк пулнă, çĕнни илĕртнĕ», – ун чухнехи çирĕп утăм пирки халĕ вăл кулса çеç аса илет. Çапах та çĕнĕ вырăнта ăна малтанах пачах та çăмăл килмен. Ĕç килĕшнĕ-ха, анчах та хула хыççăн поселок пурнăçне, çитменнине – общежитире хĕсĕннине, йывăртарах хăнăхнă вăл. Çавăнпах ĕнтĕ кашни канмалли кун тăван кĕтесе вĕçтернĕ.

Унтанпа 20 çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ. Ольга Геннадьевна тахçанах Вăрнар çынни, завод мухтавĕ пулса тăнă. Вăл 2000 çулта заводăн тĕп лабораторийĕн инженер-тĕпчевçинчен пуçланă. Завод аталанса пынă май вăл та карьера картлашкипе çĕкленсе пынă. Кĕçех лаборатори наукăпа производство статусне йышăннă. Мал опытлă çамрăк тĕп специалиста çити ÿснĕ, 2007-мĕшĕнче ăна НПЦ пуçлăхĕн заместительне çирĕплетнĕ. 2009 çултанпа вара вăл ку центр пуçлăхĕ.

Должноçĕ Ольга Капитонован çав тери яваплă: наукăпа производство центрĕ çĕнĕ препаратсен производствине хута ярассине тÿпе хывать, чĕртавара, производствăн мĕнпур тапхăрĕн пахалăхне тĕрĕслет тата ытти те. Вăл ертсе пыракан коллектива ăста специалистсем пĕрлешнĕ, пĕтĕмпе 59-ăн.

Заводăн наукăпа производство центрĕн ĕçне ытти лабораторипе предприяти специалисчĕсем те пысăк хак параççĕ. Çакă ертÿçĕн пысăк тивĕçĕ ĕнтĕ.

Ольга Геннадьевна – пултаруллă ертÿçĕ. 2018 çулта вăл заводăн «Чи лайăх рационализаторĕ» ята тивĕçнĕ. Юлашки икĕ çулта кăна вăл рационализаторла вунă ĕç сĕннĕ.

Юратнă ĕçсĕр пуçне унăн тĕрлĕ кăсăклану пур. Ольга Геннадьевна йывăр атлетикăпа туслă. Маларахри çулсенче ăна район ăмăртăвĕсенче час-часах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курма пулатчĕ. Çавăн пекех вăл рок-музыкăпа интересленет. Рок-фестивальсене тăтăш çÿрет. Çавăн пекех балета кăмăллать, хăйĕн коллективĕпе çулсеренех Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне çитет. Çĕрпе юратса ĕçлет, çĕр çырли тухăçлă ÿстерет.

Мăшăрĕпе, Ольга Геннадьевна хыççăн Вăрнара куçса килнĕ Юрий Владимирович Пивоваровпа, пĕр хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. София пĕлтĕр биологипе республика олимпиадин çĕнтерÿçи пулса тăнăччĕ. Кăçал вăл шкул ăнăçлă пĕтерсе аслă вĕренÿ заведенине çăмăллăнах вĕренме кĕчĕ.

Ольга Геннадьевна хăйĕн вăхăчĕпе, вăйĕпе пĕлсе усă курать. Çавăнпа та пур çĕре те ĕлкĕрет.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика