ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Вăрнара та çитет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019 11:26 Просмотров: 308

Ял кинофестивалĕ Чăваш енре пиллĕкмĕш хут иртет. Кăçал вăл Вăрнара та çитет.

Кăçалхи кино мероприятине СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Вăрнарта вăл октябрĕн 22-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче вырнаçнă «Звездный» кинозалта пулать. Программăна «Чăвашкино» студи тата электронлă документаци архивĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕске метражлă икĕ кино – А.Г.Николаев тата район пирки – кĕртнĕ. Унсăр пуçне пысăк экранпа «Солдатик» тата «Большое путешествие» фильмсене кăтартĕç. Паллах, пĕтĕм курав тÿлевсĕр. 13 сехет те 30 минутра пуçланать.

Çак кун çавăн пекех тĕплĕ юсав хыççăн районти культура çурчĕн алăкĕсем çĕнĕ варкăшпа уçăлĕç. Ку пулăмпа тата кинофестиваль йĕркипе районти культура ĕçченĕсем концерт та кăтартĕç.

Ял кинофестивалĕ çавăн пекех Элĕк, Канаш, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче иртет. Ăна Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументаци патшалăх архивĕ пуçарнипе, «Лукойл» компанин ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ