Йышлă çемьесене – пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:27 Просмотров: 633

Нумай ачаллă çемьесене федераци шайĕнче те, регион шайĕнче те пулăшасси йăлара.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 504 йышлă çемье шутланать. Вĕсенче 1945 ача çитĕнет. Виçĕ ачаллисем 407, тăватă ачаллисем 72, пилĕк ачаллисем 18, ултă е ытларах ачаллисем 7 çемье. Нумай ачаллă çемьесен удостоверенийĕсене пĕтĕмпе 293 мăшăра панă.

Ку категорине кĕрекен çемьесем районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă мĕнпур пулăшу мерипе усă кураççĕ.

Республикăра 2017 çултанпа виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене çуратнăшăн вĕсем виçĕ çул тултариччен уйăхсеренхи пособи пама йышăннă. Сентябрьте ăна 170 çемьене 1603,5 пин тенкĕ тÿленĕ. Пĕтĕмпе ку тĕллевпе республикăра кăçала 659,8 млн тенкĕ пăхнă.

Республикăри амăшĕн капиталĕпе çулталăк пуçланнăранпа районти 37 çемье 2,68 млн тенкĕлĕх усă курнă. 67,65 проценчĕ укçана пурăнмалли условисене лайăхлатма, ыттисем ачасен вĕренĕвĕ çине янă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика