Куçса çÿрекен ФАП

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:28 Просмотров: 524

Район тĕп больници «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пуянлансах пырать.

Акă сыватмăша куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ илсе килнĕ. Вăл аякри ялсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслеме питĕ вырăнлă.

Мобильлĕ медицина кабинетне хальхи вăхăтри оборудованипе тивĕçтернĕ. Унта ЭКГ аппарачĕ, спирограф (сывлав органĕсене тĕпчеме), портативлă дефибриллятор, глюкометр, офтальмотонометр, гинекологи кресли пур.

– Çултан-çул эпир медицина пулăшăвне илессине пациент килĕ патне çывăхлатма тăрăшатпăр. Хăшпĕр ялсенче медпункт çук. Куçса çÿрекен ФАПа пула тухтăр чирлисене, ачасене пăхма, рецепт çырса пама, çитĕннисен диспансеризацийĕн пĕрремĕш тапхăрне ирттерме, прививкăсем тума пултарать, – палăртнă район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков.

Куçса çÿрекен ФАП чи малтан Пĕнер Айкăша çитнĕ. Район тĕп больницин специалисчĕсен бригади 22 пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Йывăр чирлисем, ватăсем патне киле çитме те ĕлкĕрнĕ.

Тĕп врачăн заместителĕ Вероника Тимофеева çирĕплетнĕ тăрăх, «урапаллă медпункт» аякра вырнаçнă тата çынсем сахал пурăнакан пур тăрăха та çитĕ. Вăл эрнере икĕ хутчен çула тухĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика