Юсав хыççăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019 09:16 Просмотров: 176

Мăн Явăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем ял халăхĕн кану ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерме тытăнчĕç. Юсав ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн яш-кĕрĕм культура çуртне ытларах çÿреме пуçларĕ. Вăл чăннипех кану центрĕ пулса тăчĕ.

Район тата ял поселенийĕн администрацийĕсем çине тăнипе строительсем çурт тăррине, стенисене юсарĕç.

Мăн Явăш тăрăхĕнчи халăх пултарулăхĕн кружокĕсене районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Халăх таланчĕсем Чăваш енри телевидени смотр-конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Режиссура кăткăслăхне алла илес, ялти çамрăксене сцена ăсталăхне вĕрентес енĕпе ăнăçу тунăшăн культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине Нина Васильевна Андреевăна Хисеп грамотипе чысларĕç. Явăшсен юрри-ташшине курса савăнатăн-и е пĕр-пĕр спектакль вылявĕпе киленетĕн-и – тÿрех ялти яш-кĕрĕме сцена çине тухма хатĕрлекен искусство çыннисене аса илетĕн. Пытарма кирлĕ мар, çамрăксене юрлама-ташлама е спектакльте выляма хăнăхтарасси – тертлĕ ĕç. Нина Васильевна, çак йывăр лава вунă çул каяллах кÿлĕннĕскер, яш-кĕрĕм чĕрисене искусство хĕлхемĕпе ялкăштарас, вĕсен пултарулăхне халăх умне кăларас тесе ăс-хакăлне те, вăй-халне те, тÿсĕмлĕхне те шеллемест. Ăна, пултаруллă режиссера, Театр çулталăкĕнче пысăк çитĕнÿсем тума, культура çурчĕн çĕнĕ керменĕнче тарăн шухăшлă, пысăк сăнарлă рольсене калăплама ăнăçу сунас килет. Чĕнет, йыхăрать ăна тăван халăхăн юрри-кĕвви, вăййи-ташши. Ахальтен мар ăна мăн-явăшсем ял-йыш чунĕ, унăн илемĕ тесе хисеплеççĕ.

Владимир МОСКВИН.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ