Хастар ĕçлетĕн – хисепе тивĕçетĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:17 Просмотров: 285

Яллă тăрăхра культура «вучахне» упрассипе тăрăшакансен ĕçĕ – пархатарлисенчен пĕри. Хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлакансем чăннипех хисепре.

Малтикас Ялтăрари клуб заведующийĕ – Надежда Куракова. Вăл 0,75 ставкăпа кăна ĕçлет. Библиотекарĕн Елена Германован та, техслужащин Валерий Кураковăн та ĕç укçи пысăк мар. Çапах та вĕсем пĕри те пире сахал тÿлеççĕ тесе ĕçе çиелтен тумаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Надежда Куракован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 39 çул, çав шутра Малтикас Ялтăра клубĕнче 20 çул тăрăшать. Вăл Хăмăшпа Кăмпал клубĕсенче те ĕçленĕ. Надежда Куракова пултарулăх номерĕсене хăйĕн мăшăрне хутшăнтарать. «Надеждăпа Валерий Кураковсем сцена çине тухсан залри халăх тăвăллăн алă çупать», – теççĕ малтикас-ялтăрасем.

Колхозсем аталаннă тапхăрта клубра пушар та тухнăччĕ, зал çунса кайрĕ. Влаçрисем тăрăшнипе халăх пуçтарăнмалăх залне те турĕç-ха, сценине те илемлетрĕç.

Валерий Кураков техслужащи типтерлĕхшĕн хытă тăрăшать. Клубра е территорире мĕн çĕмĕрлет, арканать – пурне те юсама тăрăшать. Паллах, культура учрежденин сăн-сăпатне илемлетессипе ĕçлемелли пур-ха. Вырăнти администраци пулăшни те кирлĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Елена Германова библиотекарьте вунă çул тимлет. Ĕçре хастар. Вăл ялта каникулсене ирттерекен хулари ачасемпе те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика