Чупура – çыхăну ĕçченĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:18 Просмотров: 563

Кÿкеçри «Улăп» спорт комплексĕн стадионĕнче Раççей çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕ XV Спартакиада йĕркипе çăмăл атлетика кросне ирттернĕ.

Кăçал мала тухассишĕн пĕтĕмпе вуникĕ команда тупăшнă. Вăл шутра – Вăрнар почтамчĕн ĕçченĕсем те.

Чупу трасси çинче çивĕч тупăшу хуçаланнă. Вăрнарсем те парăнман. Командăпа вĕсем Муркаш почтамчĕн тата РТПЦ ĕçченĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Уйрăм зачетра та палăрнă районăн пултаруллă çыхăну ĕçченĕсем. Енĕшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Антонина Кудрявцева чемпион пулса тăнă. Туçи Çармăс çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Эльвира Убакова кĕмĕл, Вăрнар почтамчĕн операторĕ Алена Блинова, водителĕ Сергей Киргизов бронза медальсене тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе спартакиадăна çиччĕн хутшăннă. Призерсемсĕр пуçне – Хапăс почта çыхăнăвĕн пуçлăхĕ Алена Сюмайкина, Йĕпреçри почта çыхăнăвĕн операторĕ Ольга Козионова, Вăрнар почтамчĕн операторĕ Ирина Волкова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика