Вăхăтра тĕрĕсленĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:19 Просмотров: 561

Раççейре тÿлевсĕр профилактика медицина тĕрĕслевĕ – диспансеризаци ĕçлеме пуçланăранпа çĕр-çĕр çын сывлăха вăхăтра сиплеме пултарнă.

Ун усси курăмлă – тĕрĕслев вăхăтĕнче çынсем хăйсем ку таранччен чирпе аптăранине ăнкарманнине çиеле кăлараççĕ.

Кăçал та район больницинче ку ĕçе малалла тăснă. Вăрнар районĕнче ку мелпе плана кĕртнĕ 5030 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Сакăр уйăхри кăтартусем çапларах: сывлăх енчен 1-мĕш ушкăнрисем – 1279 (30,4%), 2-мĕш ушкăнрисем – 238 çын. 3-мĕш ушкăнрисем, вăрах чирпе аптăракансем, – 2694-ăн е диспансеризаци тухнисен пĕтĕмĕшле хисепĕн 64 проценчĕ.

Диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа чирленĕ 307 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра 89 тĕслĕхĕ – эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе, 33-шĕ – вар-хырăм чирĕсемпе, 102-шĕ – юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе, 26-шĕ – шăк çулĕсен тытăмĕн, 5-шĕ шыçă чирĕсемпе тата ыттипе çыхăннă.

Инфекцилле мар чирсенчен чи анлă сарăлнисем шутне тĕрĕс мар апатланнине (27,8%), самăрлăха (46%), юн пусăмĕ пысăк пулнине (38,7%) хускану сахал тунине (6,7%) тата гипергликемие (11,2%) кĕртмелле.

Кăçалхи май уйăхĕнче диспансеризаци тухас йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. 18–39 çулсенчи граждансен тĕрĕслеве виçĕ çулта пĕрре тухмалла. 40-рен аслăраххисен вара – кашни çул.

Специалистсем палăртнă тăрăх, диспансеризацин программине пур ÿсĕмрисем валли те шыçă чирĕсене тупса палăртакан тĕпчевсене кĕртнĕ.

Сывлăха тĕрĕслеттерме çынсен участокри терапевтсем патне каймалла. Вĕсем хăш специалистсем патне çитмеллине, мĕнлерех анализсем памаллине тĕплĕн ăнлантарĕç, направленисем çырĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика